Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхпа пурăнакан халсăр мар

13 ноября 2020 г.

Юлашки çулсенче ял старостин статусĕ ỹсни чăн малтанах халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме май парать. Вĕсем хăйсен яваплăхне туйса тăрăшсан вырăнта ырă улшăну пулатех. Акă, мĕн пĕлтерчĕ кун пирки Козловка-Пăлакассин ял старости Леонид Ширтанов :

- Çак ĕç маншăн çĕнĕ мар темелле. Староста тивĕçне вунă çул пурнăçласа пыратăп. Халăх мана çак "лава" туртма шаннă хыççăнах ялта тирпейлесе йĕркене кĕртмелли пайтахчĕ. Çулĕсем те кĕрсе-тухма çукчĕ, масар таврашĕнче те ĕçлемелли нумайччĕ, урамсенче çутă çукчĕ тата ытти те. Паллах, ял çыннин пурнăçне хăтлăлатас тесен мĕн пур ĕçе çулталăкра татса пама май çук.

Çапах та паянхи куна пăшăрхантаракан тĕп ыйтусене пурне те пурнăçланă. Козловкăра та, Пăлакассинче те кĕрсе-тухма çулсем начарах мар. Икĕ ялĕнче те халăх вăйĕпе кỹлĕсем чаврăмăр. Унсăрăн ялта пурăнма йывăр. Пушар хăрушсăрлăхĕнчен те юнашарах шыв пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Сăмах май каласан, халăх ыйтнипе вĕсене çĕнĕрен тасатса ярасшăн-ха. Ку ĕçе те пĕччен е иккĕн çеç пурнăçлаймастăн. Ял-йыш вăйĕ кирлех.

Халăх хастарлăхĕпех укçа-тенкĕ пуçтарса çĕнĕ масар картине те тытрăмăр. Сăваплă вырăна ял-йышпа пăхса, тирпейлесех тăратпăр, субботниксем ирттеретпĕр. Хальхи вăхăтра вăйсене пĕрлештерсе ĕçлени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку тĕлĕшпе пирĕн влаçпа халăх хушшинче ăнланманлăх çук тесе каласшăн. 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика