20 октября 2020 г.
- теççĕ Козловкăра пурăнакан А. Каштановăн ывăлĕ, хĕрĕсем, кинĕ, кĕрỹшĕсем. Александр Егорович паян шăпах 90 çул тултарать. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан сумлă çыннăн сывлăхĕ çирĕп, утти вашават, кăмăлĕ уçă. Ăрăва малалла тăсакансене ыррине çеç сунать вăл. Мăнукĕсене ачаранах ăс пухма сĕнет.
Паянхи пурнăçпа кăмăллă Каштановсем. 9 теçетке çул тултарнă Александр Егорович хура-шуррине сахал мар курнă. Çиччĕн пĕр варта ỹснĕскерсенчен халĕ хăй çеç пурăнать. Ĕçлĕ кун-çулне колхозра ирттернĕ. 21 çул аслă конюхра вăй хунă.
- Вите тулли лашасемччĕ ун чухне. Мĕн пур ĕçе вĕсемпе пурнăçланă. Кил хуçалăхĕнче те чĕлхесĕр янаварсемпе усă курнă. Çĕр улми лартмалли, йăран çырмалли вăхăтсенче конюхсен çурчĕ умĕнче ирпе 4 сехетрен пуçласа черет тăратчĕç. Лашасене апат çитермесĕр, шыв шăвармасăр парса яман.
Мăшăрĕ те колхозра ĕçленĕ. Валентина Михайловна çуркуннерен пуçласа мĕн кĕркуннеччен столовăйĕнче апат пĕçернĕ. Ун чухне пĕрлешỹллĕ хуçалăхра ĕçлекенсем çеç мар, вĕсен çемйисем те яшка илме савăтпа колхоз столовăйне утнă. Хуранпа вут çинче вăрах вĕресе пиçнĕрен сĕтеклĕ пулнă вăл.
Тăрăшуллă ĕçĕн сумĕ те пур. Каштановсем иккĕшĕ те ĕç ветеранĕ ята тивĕçнĕ. Александр Егорович пĕр хутчен çеç мар коммунизмла ĕç ударникĕ, социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи пулнă. Хисеп грамотисем те сахал мар унăн.
Ăрăва малалла тăсакансене те хăйсем пекех тирпейлĕ, сăпайлă пăхса ỹстернĕ Александр Егоровичпа Валентина Михайловна. Ашшĕпе амăшĕн ятне хĕрĕсемпе ывăлĕ çĕре ỹкермен. Николай районти çĕр йĕркелỹçĕре, Лидия обществăлла апатлану предприятийĕнче бухгалтерта, Галя Шупашкарта поварта ĕçлесе пенсие тухнă.
6 мăнук, 7 кĕçĕн мăнук Каштановсен. Канмалли кунсенче кашнийĕнчех тутлă апат-çимĕç пĕçерсе кĕтеççĕ вĕсене аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ. Картиш тулли чăх-чĕп усраççĕ. Качака тытаççĕ. Пахчара тĕрлĕ çимĕç çитĕнтереççĕ.
Паян çемье кĕрхи тулăх кĕрекене ларать. Александр Егоровича пурте ырлăх-сывлăх, телей, малашнехи пурнăçра ăнăçусем сунаççĕ. Хăйсене савăнтарса пурăннăшăн, ăс парса вĕрентнĕшĕн, çунатсем хушса вĕçтернĕшĕн чĕререн тав тăваççĕ (2495).
А. АСТРАХАНЦЕВА
АВАНГАРД
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)