23 июня 2020 г.
Спортсмен пулма пĕрре те çăмăл мар. Мĕн чухлĕ чăтăмлăх, вăй-хăват, умма лартнă тĕллеве пурнăçлама пĕлни кирлĕ. Ирхине тăрса хул-çурăма хускатма, çумăр е юр витĕр чупма кашнийĕ пултараймасть. Çитĕнỹсем те тỹрех килмеççĕ. Спортсменсен кашни çĕнтерĕвĕ тăварлă тарпа туптанать. Гиннес рекорчĕсен кĕнекине кĕме тивĕçнĕ Б. Глинкин çакна питĕ лайăх пĕлет.
Борис Николаевич Туçа ялĕнче 1961 çулхи июнĕн 26-мĕшĕнче çуралнă. Туçари вăтам шкулта пĕлỹ илнĕ. Хăйĕн ачалăхне вăл ăшă кăмăлпа аса илет:
- Эпир ỹснĕ тапхăрта телевизор та кашни килте пулман, Интернет, компьютер пирки илтмен те. Пушă вăхăт тупăнсанах пиртен инçех мар вырнаçнă стадиона ытти ачасемпе пĕрле васкаттăм. Кунта футболла выляттăмăр, хусканусем тăваттăмăр. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра уроксем хыççăн спортзала каяттăмăр.
Спортпа туслашма Борис Глинкина тетĕшĕ - Виталий Николаевич - тата физкультурăпа вĕрентнĕ А. Долгов, А. Михайлов, Г. Рыбкин учительсем те нумай пулăшнă.
Аллине аттестат илнĕ хыççăн Борис Николаевич И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн строительство факультетне вĕренме кĕнĕ. Çамрăк кунта та палăрнă. Вăл шăпах студент чухне йывăр атлетикăпа - штанга йăтассипе- туслашнă. Тĕрлĕ шайри ăмăртăва хутшăннă, малти вырăнсене çĕнсе илнĕ, призерсен шутне те кĕнĕ. Спорт мастерĕн кандидачĕ ятне те тивĕçнĕ. Малалла та спортăн çак енĕпех аталанма пултарнă чухне пĕр ăмăрту Б. Глинкинăн пурнăçне улшăнусем кĕртнĕ.
- Аслă пĕлỹ илнĕ хыççăн тепĕр çултан, 24-ра чухне, кире пуканĕ йăтакансен тупăшăвне хутшăнма тиврĕ. Хамăн вăя тĕрĕслесе пăхас терĕм пуль. Ун чухне эп çĕнтереймерĕм, анчах спортсменсене тепĕр ăмăртура хам пĕрех мала тухассине пĕлтерсе хăвартăм. Каланă сăмаха тỹрре кăларас тесе хатĕрленме пикентĕм. Тепринче вара чăнах та малти вырăнсенчен пĕрне йышăнтăм, - тесе аса илет Борис Николаевич. Спортсмен республика, Раççей, тĕнче шайĕнчи ăмăртусене хутшăннă. Вăл кире пуканĕ йăтассипе спорт мастерĕ. Çитĕнĕвĕсем чăннипех те питĕ нумай: 1992 çулхи Европа чемпионĕ, 1994 çулхи Тĕнче кубокĕн тата чемпионачĕн призерĕ, 1991 тата 1992 çулсенчи Раççей кубокĕн çĕнтерỹçи, Чехинчи кăтартăвне Гиннес рекорчĕн кĕнекине кĕртнĕ тата ытти те. Б. Глинкин "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ" хисеплĕ ята та тивĕçнĕ.
Борис Николаевич хальхи вăхăтра Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн физвоспитани кафедрин доценчĕ, тренер-преподавателĕ. Вăл яш-кĕрĕме спортпа туслаштарассишĕн нумай тăрăшать: 20 ытла спорт мастерĕ, 40 ытла спорт мастерĕн кандидачĕ, пĕрремĕш разрядлă 100 ытла спортсмен хатĕрленĕ. Çамрăк ăрăвăн чăннипех те унран тĕслĕх илмелĕх пур.
Йăха тăсакан Андрей ывăлĕ те ашшĕ пекех спортпа туслă.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)