11 июня 2020 г.
Республикăри вĕрентỹ, çамрăксен политики министерствин пултаруллă ачасемпе çамрăксен "Эткер" центрĕ "Пуканесен тĕнчи" ăсталăх конкурсĕ ирттерчĕ. Вăл "Улăп тăпри" краеведени проекчĕн пĕр пайĕ шутланса тăрать.
Конкурса 150 ытла уйрăм ĕç тăратнă. Вĕсене пусмаран та, йывăçран та ăсталанă. Çыхса тунă ĕçсем те пур: "Асанне арчинчи пукане", "Наци тумĕллĕ пукане", "Халăх пукани", "Раштав пирĕштийĕ".
"Наци тумĕллĕ пукане" номинаципе Туçари вăтам шкулĕнчи "Вĕтĕ шăрçапа тĕрлесси" уйрăмне çỹрекен В. Шашкина (ертỹçи А. Глинкина) виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ.
Хамăр корр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)