Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çирĕп тыл пулсан çĕнеймĕ тăшман

08 мая 2020 г.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче ялта та пурнăç çăмăл пулман. Арçынсем фронтра тăшманпа çапăçнă, пĕтĕм йывăрлăх хĕрарăмсемпе ачасем çине тиеннĕ. Колхоз ертỹçисем вĕсемпе тыр-пул çитĕнтернĕ, пухса кĕртнĕ, май пур таран çĕнтерĕве çывхартас тенĕ. Шăпах иккĕмĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнче пирĕн асатте, Анат Туçара çуралса ỹснĕ Роман Афанасьевич Баранов, хуçалăх тилхепине тытса пынă.

Колхозсем йĕркеленме пуçласан Р. Баранов пĕр сăмахсăрах "Звезда" хуçалăха килĕнчи ĕнисемпе, ăратлă лашасемпе кĕнĕ. Ăна виççĕмĕш бригада бригадирĕ пулма шаннă. Роман Афанасьевич çанă тавăрсах ĕçе пикеннĕ. Ытларах тыр-пул пухса кĕртес тесе пахалăхлă вăрлăх тата ăна çĕнетсе тăрасси, агромероприятисем çине тимлĕх уйăрнă. Каярахпа ăна пушар дружинин начальникне суйланă. 1938 çулта ял Совечĕн председателĕнче вăй хума пуçланă. Ялта 8 çул вĕренмелли шкул уçассишĕн нумай тимленĕ. Суйлав ирттерме хăйĕн çуртне уйăрнă.

"Звезда" колхоз часах малта пыракан хуçалăхсен шутне кĕнĕ, çакăнта Роман Афанасьевичпа вăй хуракансен тỹпи те пысăк пулнă.

1940 çулхи апрелĕн 8-мĕшĕнче иртнĕ ларура асатте районта страхлакан вăрлăх фрондне йĕркеленине, вырăнта та çак пуçарăва усă курмаллине каланă. Кая юлса пыракан колхозсем валли 50 центнер тырă уйăрма йышăннă. Çавăн чухнех вăл колхозниксем валли пĕр-пĕр- не пулăшмалли фонд тăвасси пирки те сăмах пуçарнă, хăйех 200 килограмм тырă панă. Шăпах çакă вăрçă вăхăтĕнчи йывăр çулсенче нумай çемьене выçă вилесрен хăтăлса юлма пулăшнă. 1940 çулхи июнĕн тăваттăмĕшĕнче "Звезда" колхоза лайăх ĕçленĕшĕн иккĕмĕш степеньлĕ дипломпа, 500 тенкĕ укçапа тата мотоциклпа хавхалантарнă.

Пурнăç самайланса пынă вăхăтра вăрçă пуçланнă, пурин ĕмĕт-тĕллевне çапса хуçнă. Анат Туçаран 231ĕн фронта тухса кайнă. Р. Баранов сывлăхне пула - куçĕ начар курнăран тата ỹпкепе чирлĕрен - комисси витĕр тухайман. 1942 çулхи июнĕн 8-мĕшĕнче Роман Афанасьевича çак çăмăл мар вăхăтра Анат Туçапа Туçа ялĕсене пĕрлештерекен "Гвардеец" колхоза ертсе пыма шаннă.

Ытти чылай çĕрти пекех "Гвардеец" колхозра та "Пурте фронт валли, пурте çĕнтерỹ валли!" лозунгпа тăрăшнă. Лашасем çукран вăкăрсемпе сухаланă, акнă, палăртнă тĕллевсене пĕрех пурнăçланă. "Пирĕн ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулмалла", - тетчĕ атте яланах тесе аса илет Валентина хĕрĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ 1944 çулхи июнĕн 29-мĕшĕнче Р. Баранова "Ĕçре палăрнăшăн" медальпе наградăланă.

Çапăçу хирĕнчи салтаксене пулăшас тĕллевпе колхозра вăй хуракансем "Чă-ваш Ен комсомолĕ" ячĕллĕ бронепоезда, "Чăваш Ен колхозникĕ" танк колоннине, "Чăваш Ен пионерĕ" танка тунă çĕре хутшăннă. Çĕршыв хỹтĕлев фондне укçа пухса панă. Ригăран, Гомельтен тата ытти хуларан эвакуаципе килекенсене йышăннă. "Свияжск - Ульяновск" чукун çула тума бригада янă. Хĕрсем салтаксем валли сăмса тутрисем, ал шăллисем çĕленĕ, алса-чăлха çыхнă.

Фашистсене çĕнтерни пирки хыпар пуриншĕн те чи кĕтни пулнă. Анчах вăрçă хыççăнхи çулсем те çăмăлах килмен. Салтаксем тăван ене таврăнма пуçлани çеç халăха ĕçлеме хавхалантарнă.

"Гвардеец" колхозăн колхозникĕсемпе пĕрле çур акине коммунистсемпе комсомолецсем те хастар хутшăннă. Ял хуçалăх ĕçĕнче 26 комсомолец тăрăшса вăй хунă. Владимир Баранов, Михаил Щукин икĕ ретлĕ сеялкăпа акса нормăна 200 процент тултарнă. Акана 59 лашапа 55 вăкăр хутшăннă. Пĕрне те юрăхсăра кăларман. Тăваттăмĕш комплекслă бригадăн бригадирĕ Яков Афанасьевич Баранов ăмăртура пĕрремĕш вырăн çĕнсе илсе куçса çỹрекен ялава тивĕçнĕ", - тесе çырнă районта вăл вăхăтра "Коммунизм ялавĕ" ятпа тухса тăракан хаçатра. Сăмах май, майăн 13-мĕшĕ тĕлне яваплă тапхăра вĕçлесе Елчĕк районĕнчи Ленин ячĕллĕ колхоза та пулăшма кайнă.

1947 çулхи январĕн 31-мĕшĕнче Р. Баранов пуху ирттернĕ, вăл хăйне ертỹçĕ ĕçĕнчен сывлăхĕ хавшанипе хăтарма ыйтнă. Унăн ĕçне канашлăва килнисем пысăка хурса хакланă. Йывăр вăхăтра фермăсем, мастерской, правлени, клуб тата ыттине те тунине палăртнă. Район шайĕнче палăрнă хуçалăхăн малашне республикăра та малтисен ретне кĕмеллине каланă. Хуçалăха малалла ертсе пыма М. Долгова шаннă.

Чăнах та, "Гвардеец" колхоз тĕреклĕ тăнă. Вăрлăх фончĕ çирĕп пулнăран 1947 çулта пысăк тухăç пухса кĕртнĕ. Çак çулах электростанци ĕçлесе кайнă. 1948 çулта кашни килтех радио калаçма пуçланă.

1894 çулта кун çути курнă асатте 1961 çулта ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ. Эпĕ вăл вăхăтра ача кăна пулнă пулсан та унăн ырă та ăшă кăмăлĕ яланлăхах асра юлнă. Вăл кăçатăпа, хăлхаллă çĕлĕкпе çỹретчĕ, аллине патак тытатчĕ. Пире, мăнукĕсене, питĕ юрататчĕ.

Асатте хисепе тивĕçлех, ун пирки мăнукĕсем кăна мар, кĕçĕн мăнукĕсем, çитĕнекен ăру та пĕлтĕр тесе тăрăшатпăр. Çулленех вил тăпри умĕнче пурте пухăнатпăр. Кăçал та ку тĕнчерен уйрăлнă тăванăмăрсене асăнмалли шăматкун, июнĕн 6-мĕшĕнче, тĕл пулма, асăнмалăх сăн ỹкерĕнме палăртатпăр.

О. ПЕРЕПЕЛКИНА (Баранова)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика