30 апреля 2020 г.
ÇАК сăмахсене Тури Туçара пурăнакан Валерий Салмин ĕç ветеранĕнчен пĕр хутчен çеç илтмен. Хальхинче те Валерий Иванович районта тухса тăракан "Авангард" хаçата 2020 çулхи иккĕмĕш çур çулшăн савăнсах çырăннине хавхаланса каласа пачĕ. "Район хаçачĕ эпĕ ас тăвассах яланах çемье тусĕ пулнă. Пирĕн аттепе анне ăна пĕр сиктермесĕр çырăннă. Паян эпир те мăшăрăмпа ăна эрнере икĕ хутчен кăмăлтан алла илсе вулатпăр. Район хаçачĕпе мăнукăмсене те паллаштаратăп. Хамăн пуçарăвăмпа темиçе çул каялла çурт çумĕнче музей уçнă май, район, ял историйĕпе, паллă çынсемпе, ĕç паттăрĕсемпе çыхăннă материалсене паха экспонатсемпе юнашар вырнаçтарма пуçтарса пыратăп",- кăмăлтан пĕлтерчĕ çур ĕмĕр ытла район пичечĕпе çыхăну тытакан хастар вулаканăмăр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)