24 января 2020 г.
Пурăннă пулсан 2019 çулхи июль уйăхĕнче А. Герасимова 100 çул тултармаллаччĕ... Аниссия Герасимовна çур ĕмĕре яхăн халăх сывлăхне сыхлас ĕçре вăй хунă. 80 çул каялла Çĕрпỹ районĕнчи Кипекçи хĕрне, фельдшерсен шкулĕнчен вĕренсе тухнăскере, Сăкăт ялне ĕçлеме яраççĕ. Кунта А. Герасимова куç больницин заведующийĕ пулса ĕçлеме пуçлать.
Ача чухнехи пурнăçĕ çăмăл пулман Аниççен. Ашшĕ, çĕр ĕçне чухланăскер, хĕрне агроном тăвасшăн пулнă. Анчах ăрăва малалла тăсаканни 12 çулта чухнех ăна тытса каяççĕ. Репрессие лекнĕскере 1937 çулта Шупашкарта персе вĕлереççĕ. Йывăр хуйха чăтаймасăр амăшĕ те çĕре кĕрет. Тетĕшне, Кольăна, Колымана ăсатаççĕ. Унта пĕр заводра ĕçлет. Яла килсе кĕмелле мар тунипе Кисловодскине лекет, унтах юлать.
"Пỹрт-çурта туртса илчĕç. Хамăра çĕр пỹрте хăваласа кăларчĕç",- аса илетчĕ çав вăхăтсене Аниссия Герасимовна.
Ялсенче çав вăхăтра трахома чирĕ питĕ вăйлă сарăлнă пулнă. Хĕрлĕ шатра, варвитти, кĕçĕ чирĕ те нушалантарнă. Выртса сипленекенсем валли апат-çимĕçне, эмелне тупмалла, сиплев çуртне вутăпа хутса ăшăтмалла тата ытти те... Юрать-ха пĕрле ĕçлекен, хăйĕнчен аслăрах П. Фролов фельдшер пулнă. Петр Михайлович ăна пулăшса пынă. Йывăрлăхсене çĕнтерме май тупнă.
Икĕ çултан районти сывлăх сыхлавĕн ертỹçисем ăна Çĕнĕ Ахпỹрте куçарнă. Ун умĕн кунта Каçал районĕнчи Тĕвенеш каччи Николай Ксенофонтов ĕçленĕ.
Медицина ĕçченĕсем çине ĕçĕ нумай тиеннĕ. Ача çуратакансем йышлă пулнă. Юрать ăсталăхĕ çитнĕ, йывăрлăхсене çĕнтернĕ.
1950 çулта А. Герасимовăна Туçари фельдшер пункчĕн заведующине лартаççĕ. 11 çул вĕсем Елена Руссова санитаркăпа пĕрле ĕçлеççĕ. Тухтăрĕ те, фельдшерĕ те хăйех пулса ял çыннисен сывлăхĕшĕн яланхиллех çанă тавăрсах ĕçлеме тытăнать.
1961 çулта Туçари участок больници уçăлсан Аниссия Герасимовна амбулатори фельдшерĕ пулса ĕçленĕ. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех, ун хыççăн та (50 çула яхăнах) халăх сывлăхĕшĕн тăрăшнă. Пысăк пĕлỹллĕ, анлă тавракурăмлă, тăрăшуллă пулнипе палăрса юлнă. Туçа тăрăхĕнчи ăста квалификациллĕ медицина ĕçченĕ тесе хаклать, тĕслĕх вырăнне хурать ăна халăх. А. Герасимовăна нумай медальпе, Хисеп хучĕпе чысланă.
Вăл обществăлла ĕçсенче те хастарлăх кăтартнă. Нумай çул Хĕрлĕ Хĕрес обществин вырăнти уйрăмĕн ертỹçи, профком председателĕ пулнă. Участокри суйлав комиссийĕн председателĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. Хĕрарăмсен канашĕн активлă членне паян та чылайăшĕ ырăпа аса илет. Ял-йыш, таврари ялсенчен сипленме çỹренисем ăна хисеплĕ çын вырăнне хурса хакланă.
А. ФРОЛОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)