Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕл сивви ан хăраттăр, кỹрше кивçене ан ятăр

01 октября 2019 г.

Çулла çуна хатĕрлеме хушнине пурте питĕ лайăх пĕлетпĕр. Фермăсене те çанталăк ăшă, хĕвеллĕ чухне хĕле валли юсамалли, тирпейлемелли ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсемшĕн çĕнĕлĕх мар.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ В. Львов ертсе пыракан ятарлă комисси - выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ И. Артамонова, район администрацийĕн экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн специалисчĕ З. Телегина, районти пушар надзорĕн аслă инспекторĕ А. Симуков тата Д. Яковлев инспектор - сентябрĕн 10-19-мĕшĕсенче Юхмапа Пăла тăрăхĕнче вырнаçнă витесене çитсе курчĕ. Вĕсем территоринчи тирпейлĕхе, дезбарьер, ятарлă документсем, информаци стенчĕсем пуррине, ĕçлекенсене тум панине, хуралтăсенчи тасалăха, ĕç сыхлавĕпе пушар хăрушсăрлăхне пăхăннине тата ыттине те пăхрĕç.

"Исток" агрофирмăри ĕне-выльăха ыттисем чăннипех те ăмсанма та пултараççĕ. Кунта вăй хуракансен ĕçне çăмăллатассишĕн, продукци илессине ỹстерессишĕн питĕ нумай тăрăшаççĕ, çĕнĕлĕхсем кĕртсех тăраççĕ. Апата ятарлă миксерпа пăтратса валеçеççĕ. Робот айккинерех шунисене унталла та кунталла çỹренĕ май ĕнесен умне чышса хурать.

Выльăх та ачашланма питĕ юратать. Килтисене лăпкасах тăратпăр пулсан фермăрисене кам ун пек тутăр? Агрофирмăра ятарласа çаврака пысăк щетка пек япаласем вырнаçтарнă. Ĕнесем пĕрин хыççăн тепри вĕсем патне пыраççĕ.

Çĕнĕ витесенче кăна мар, унччен тунисенче те таса, тирпейлĕ. Стенасене шал енчен те, тултан та шуратса дезинфекциленĕ.

"Батыревский" пĕрлешỹре те выльăх-чĕрлĕх отрасльне яланах тимлĕх çителĕклĕ уйăраççĕ. Кунта витесем таçтанах шап-шурă курăнса лараççĕ. Хăш ĕне хăçан пăруланă, йăхнă пирки ятарлă журнала çырса пыраççĕ. Ветеринар профилактика мероприятийĕсене вăхăтра пурнăçлать.

Сăкăтри "Красное Знамя" хуçалăхра юлашки çулсенче пĕр вите хыççăн теприне реконструкцилеççĕ. Пĕлтĕр çеç пăрусем тăраканнине çĕнетрĕç, кăçал ĕнесене пăрулаттаракан тата пĕчĕк пăрусем тăракан хуралтăна тĕплĕн юсанă.

- Витен стенисене çеç тăратса хăвартăмăр: тăррине, урайне, электропăралуксене, шыв пăрăхĕсене улăштарнă. Хуçалăхра пĕр вăхăтра строительсен 7 бригади тăрăшрĕ, - терĕ Ю. Чернов тĕп зоотехник. Чăнах та, халь хуралтăра çутă, пăрусем тăракан пỹлĕмсене шуратса дезинфекциленĕ.

Хуçалăхра ĕнесен шутне те ỹстерме тĕллев лартнă - 342 пуçран çулталăк вĕçне 370е çитермелле.

Фермăра кăна мар, унăн территорийĕнче те субботниксем йĕркелесех тăраççĕ. Ытти хуçалăхсен опычĕсемпе паллашма та çỹреççĕ. Нумай пулмасть çеç Сăкăтсем Елчĕк районĕнчи "Победа" хуçалăхра пулнă. Кỹршĕ районсем пăрусене пастерилизациленĕ сĕт ĕçтереççĕ, çакă вĕсен вар-хырăмĕ пăсăласран лайăх. "Красное Знамя" ял хуçалăх производство кооперативĕнче те çывăх вăхăтра пастерилизатор туянма палăртнă.

Выльăхран тупăш илес тесен юратса пăхмаллине Кзыл Камышри "Кзыл Камыш" агрофирмăра та тĕпе хураççĕ. Хальлĕхе кунта лашасем çеç усраççĕ. Çывăх вăхăтрах сурăхăн кутумски ăратне ĕрчетсе ярасшăн. Вĕсене валли вите пур. Утсем тăракан хуралтăра хăтлă. Выльăхсен айне пăчкă кĕрпи сараççĕ. Хĕл каçма апат çителĕклĕ хатĕрленĕ.

Нăрваш Шăхалĕнчи "Труд" хуçалăхра та çулленех хĕле кĕтсе илме тĕплĕн хатĕрленеççĕ. Кăçал та ырă йăлана пăсман.

Шăнкăртамри Р. Бикчурин, Хирти Пикшикри Р. Чемеров, Ыхра Çырминчи Р. Санзяпов, Э. Зейнетдинов фермерсем, "Родина" хуçалăх витесене юсанă. "Звезда" ЯХПКра хуралтăсенче юсав ĕçĕсем пыратчĕç, урамран стенасене шуратнă. "Малалла", "Первомайск" хуçалăхсенче, С. Чаданов фермер хуçалăхĕнче кĕрхи ĕçсене вĕçленĕ хыççăн стенасене шуратса дезинфекцилеме палăртаççĕ.

Пурнăç пĕр вĕçĕм çĕнĕлĕхсем кĕртме ыйтать. Унччен выльăхсене уçăлтарма илсе тухма ятарласа кĕтỹç тытнă, халĕ электрокĕтỹçсемпе усă кура пуçларĕç. Маларах "Исток" агрофирмăра туянчĕç ăна, халь фермер хуçалăхĕсем те илеççĕ. Акă, Именкассинчи Шарафутдиновсем те пăрăвĕсене çулла çапла хĕвел ăшшине кăларнă.

Комисси Татмăшри Э. Солдатова фермер патне те çитсе курчĕ. Солдатовсем патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ. Çак укçапа 100 ĕне-выльăх вырнаçмалăх вите тума пикеннĕ. Строительство ĕçне вĕçлесе пыраççĕ. Унччен ĕнесем тăнă хуралтăна та шуратса дезинфекциленĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем витесене юсаççĕ, анчах территорие хăтлăх кĕртесси пирки нумайăшĕ шухăшламаççĕ те. Çав вăхăтрах "Батыревский", "Исток", "Красное Знамя", "Кзыл Камыш" хуçалăхсен, Тăрăнти А. Лялькин фермерăн ферма таврашне кĕрсе тухма кăмăллă. Вĕсенче тĕрлĕ тĕслĕ чечек, йывăç-тĕм çитĕнтереççĕ. Çавăн пекех хăш-пĕр хуçалăхра фермăра ĕçлекенсене валли канмалли пỹлĕмсем те çук. Документсене кирлĕ шайра туса пыманни, пушар сỹнтермелли хатĕрсем çукки те шухăшлаттарать. Комисси членĕсем çитменлĕхсене çитес вăхăтрах пĕтерме асăрхаттарса хăварчĕç.

О. ПАВЛОВА

%MCEPASTEBIN%

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика