10 сентября 2019 г.
Сентябрĕн 8-мĕшĕнче Пĕрлехи сасăлав кунĕнче Патăрьел районĕнчи Туçа ял тăрăхĕнчи пĕр мандатлă 6-мĕш округра ял тăрăх Пухăвĕн III созыври депутатне суйламалли хушма суйлав ăнăçлă иртнĕ, йĕркене пăснă тĕслĕх пулман.
Сасăлава списока кĕртнĕ суйлавçăсен 98,98 проценчĕ хутшăннă.
Иван Васильевич Бельдеков ("Единая Россия") 176 сасă пуçтарса (90,72 процент) Туçа ял тăрăх Пухăвĕн депутатне суйланнă. Алексей Валериевич Шашкин ("СПРАВЕДЛИВАЯ РОССИЯ") 8 (4,12 процент), Александр Ильич Фролов ("КПРФ") 5 (2,58 процент) сасă пухнă.
(Хамăр корр.).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)