28 мая 2019 г.
Аслă ăру çыннисем ялсенче ĕлĕкрех кас хуралĕсем пулнине лайăх ас тăваççĕ пулĕ. "Сирĕн кĕçĕр кас хуралĕ" текен таблица черетпе çемьене куçса пыратчĕ. Хуралçăсем вара çĕрĕпех сăнаса çỹренĕ. Вут-кăвар е урăх инкек сиксе тухсан тỹрех чан çапнă, халăха çапла майпа хăрушлăха парăнтарма систернĕ. Паян ялсенче çакнашкал хуралсем çук. Ман шутпа, вĕсене çĕнĕрен йĕркелесе яни те пăсмĕ. Вăл çынсен яваплăхне ỹстерме, инкеке сирме, преступленисене чакарма çеç пулăшĕ.
Г. СУГУТСКИЙ, ĕç ветеранĕ. Тури Туçа ялĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)