24 мая 2019 г.
ÇАК кунсенче районти чылай ял масарĕсенче, вĕсен таврашĕнче субботниксем йĕркелеççĕ, çỹп-çапа тасатаççĕ, сăваплă вырăна илем кĕртеççĕ. Ку тĕлĕшпе Тури Туçа ялĕнче пурăнакансем те çулсеренех пархатарлă ĕçе кар тухаççĕ. Хальхинче те ял пуçлăхĕпе пĕрлех ял старости, вырăнти депутатсем, хĕрарăмсен канашĕн хастарĕсемпе ялти общественниксем, ытти çынсем масар территорине тирпей-илем кĕртнĕ. Иртнĕ çул çак ялта вăйсене пĕрлештерсе кунти çурта никĕсренех çĕнетнĕ. Ун чухне те ял халăхĕ, уйрăм пуçаруçăсем чылай пулăшнă. Ĕçе йĕркелеме пĕлни вара вăл яланах курăмлă та, усăллă та.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)