26 апреля 2019 г.
Çынна пурнăçра нумай та кирлĕ мар. Тепĕр чухне пĕр ырă сăмах та, ĕç те хăпартлантарать, пурăнма тивлет парать. Грузи çĕршывне паломниксемпе пĕрле кайса килнине манăн çакăнта кĕртес килет.
Районти паломниксем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтессине çитсе курассине нумай çул каялла Первомайскинчи Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ вăтам шкулта вĕрентекенсем - Е. Сорокинăпа Е. Сте- панова - йĕркеленĕ. Манăн та вĕсемпе пĕрле таçта та çитме тỹр килчĕ. 2016 çулта Екатеринбурга, II Микулай патша çемйине вĕлернĕ çĕре, кайса курнăччĕ. 2017 çулта Кавказ тăрăхĕнчи сăваплă вырăнсене, пĕлтĕр Валаам утравĕ çинчи мăнастирсенче пулнăччĕ. Кăçалхи март уйăхĕнче Грузи çĕршывĕнчи сăваплă вырăнсене çитсе куртăмăр. Ку çул çỹреве те икĕ Елена йĕркеленĕ.
Грузие пирĕн çĕршывран çĕр çийĕн пырса кĕме пĕртен-пĕр çул иккен. Вăл - Владикавказ урлă Грузин çар çулĕ (военно-грузинская дорога) урлă. Унăн тăршшĕ - 208 çухрăм. Çул ту урлă, серпантинсем тăрăх иртет е ăна тепĕр майлă перевал теççĕ. Эпир чикĕ патне çитнĕ çĕре çумăр пуçланчĕ. Сăрт çинче ку вăхăтра сивĕ, юр çăвать, пăрлак. Перевал урлă каçма питĕ йывăр е каçармаççĕ те. Чикке çанталăк лăпланиччен хупаççĕ, ăна 2-3 кунсăр та уçмасса пултараççĕ. Пире Турри пулăшрĕ пуль.
Эпир чиперех (йывăрпа тесен те юрать) тепĕр енне каçса ĕлкĕртĕмĕр, пирĕн хыççăн пĕр машинăна та ямарĕç. Грузире пире гид кĕтсе илчĕ, отеле вырнаçтарчĕ. Чăннипех те грузинсем хăнасене тарават. Пур çĕрте те çав тери хапăлласа кĕтсе илеççĕ, кирлех пулсан çитмелли çĕре çитерсе яраççĕ.
Пирĕн тĕп тĕллев сăваплă вырăнсене курасси пулнă. Чи малтанах Грузири православи чиркĕвĕн чи пысăк храмне Цминда Самэбăна çитсе куртăмăр. Вăл Тбилиси хулинче кирек хăш енчен те курăнать. Иккĕмĕш интереслĕ вырăн Метехи храмĕ пулчĕ. Кунта Грузин пĕрремĕш хĕрарăм патшине Шушаника (Сусанна) пытарнă. Ăна V ĕмĕрте православи тĕнне йышăннăшăн хăйĕн мăшăрĕ вĕлернĕ.
Эпир гида çветтуй Нинопа çыхăннă вырăнсене çитсе курма ĕмĕтленни пирки пĕлтертĕмĕр. Вăл пире хапăл тусах Нино çинчен каласа пачĕ, унпа çыхăннă вырăнсене кăтартрĕ.
Грузи çĕрĕнче православи тĕнне 330 çулсенче пĕтĕмĕшле йышăннă. Ăна илсе çитерекенни Нино пулнă. Вăл хальхи Турцинче çуралнă. Ашшĕ çветтуй Георгий Победоносец тăванĕ пулнă. Хĕр мĕн пĕчĕкренех Турра ĕненсе ỹснĕ.
Çỹллĕ тусем çинчи мăнастирсенче те пулса курма тỹр тиврĕ. Казбек тăвĕнче 2100 метр çỹл- лĕшĕнче вырнаçнине ятарлă транспортпа хăпартаççĕ. Çветтуй ту тăррине çуранах утрăмăр. Кунта вырăссен паллă поэтне А. Грибоедова тата арăмне пытарнă. Сталин амăшĕн вил тăприйĕ те пур.
Паллах, чи интересли Нино, Давид, Шио çветтуйсен çĕрмен ỹчĕсене пуç тайни тата ĕлĕкхи пещера хулине çитни пулчĕ. Асра юлмалли вырăнсем татах та нумай. Куçпа курнинчен ырри нимĕнех те çук. Çапла пĕр эрне сисĕнмесĕрех иртрĕ. Юлашкинчен грузинсем хăйсен юрри-ташшипе паллаштарни пĕтĕм çул çỹреве хаваслă сĕм кĕртрĕ, малалла пурăнас, ĕçлес хăвата тата аталантарчĕ. Сăмах май, Грузинчи сăваплă вырăнсене сентябрь - октябрь уйăхĕсенче çитсе курма май пур.
В. ЯКОВЛЕВА. (Вăтаел ялĕ )
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)