26 февраля 2019 г.
Юрий Куданов Кивĕ Ахпỹртре çуралса ỹснĕ. Туçари вăтам шкулта вĕренсе алла аттестат илнĕ хыççăн Хусан патшалăх культура институтĕнче пĕлỹ пухнă. Çамрăк специалист малтанласа культура сферинче ĕçленĕ. Унтан Шупашкарти шалти ĕçсен органĕсене куçнă: подполковника çитнĕ. Анчах пĕринче ĕçпе кайнă командировкăран каялла таврăнайман. Служба тивĕçне пурнăçласа вилнĕ.
Ял халăхĕ ентеше асра тытать. Çулленех эстрада юррисен фестивальне ирттерет. Музыкăна юратакансем унта кăçал улттăмĕш хут хутшăнчĕç.
Ялти культура çурчĕн залĕ халăхпа тулчĕ. "Манăн çамрăклăхри юррăмсем" фестивале Юрий Александрович мăшăрĕ Пальмира Иосифовна, пĕрле вĕреннĕ, ĕçленĕ юлташĕсем, çывăх çыннисем килнĕ.
Мероприятие хутшăнакансемпе куракансене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов, Туçа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ К. Углев, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ А. Каргин, ял старости А. Логунов, Шупашкарти "Трактор историйĕ" музей директорĕ А. Сергеев, Ю. Кудановпа пĕрле ĕçленĕ тус-юлташĕ саламларĕç. Л. Кузнецов район администрацийĕн Тав çырăвне Юрий Александровичăн ăрăвне малалла тăсаканне, культурăна аталантарас ĕçе тивĕçлĕ тỹпе хывнă фестиваль пуçаруçине Николай Куданова пачĕ.
Юрăçсем те йышлăн пулчĕç ку хутĕнче. Конкурсантсене куракансем хавхалантарчĕç. Сцена çине тухакансен пултарулăхĕ çỹлĕ шайра пулнăран тỹресене хак пама та çăмăл килмерĕ.
"Юрра кăмăллакансем" номинацире пĕрремĕш вырăна Вăтаелĕнчи Ю. Изосимова, иккĕмĕшне централизациленĕ клуб системинчи О. Кувшинова, Анат Туçари Людмилăпа Виталий Марковсем, виççĕмĕшне Çĕнĕ Ахпỹртри Е. Лисицына, Тутар Сăкăтĕнчи Р. Несметдинова тата Елчĕк районĕнчи "Пăла" эстрадăпа вокал ансамблĕ тухрĕç.
"Профессионалсем" номенацире çĕнтерỹçĕ ятне Вăрнар районĕнчи "Салам" эстрадăпа вокал ансамблĕ, иккĕмĕшне Елчĕк районĕнчи Э. Степановпа Вăрнар районĕнчи Д. Иванов, виççĕмĕшне Вăрнар районĕнчи А. Васильевпа Елчĕкри Степановсен çемье дуэчĕ тивĕçрĕç.
"Ăста баянистсенчен" Кивĕ Ахпỹртри В. Белкова çитекенни пулмарĕ. Ун хыççăн Чăваш Ишекĕнчи В. Семенова палăртмалла.
Фестивалĕн "Гран-при" премине централизациленĕ клуб системинчи Л. Корнилова çĕнсе илчĕ.
"Куракансем кăмăллакан" ята Кивĕ Ахпỹртри Д. Павлов тивĕçрĕ.
Творчествăра нумай çуллăхпа Вăтаелĕнчи В. Сабаевпа Тутар Тимешĕнчи Г. Мулюкова, фестиваль йăли-йĕркине мала хурассипе Кивĕ Катекри В. Николаев палăрчĕç. Шăмăршă районĕнчи Т. Долгова "Ты знаешь, как хочется жить" литературăпа музыка композицийĕпе тыткăна илчĕ.
Фестиваль çỹллĕ шайра иртни куç умĕнчех. Унта хутшăнакансен географийĕ çуллен анлăлансах пырать. Ю. Куданова ял халăхĕ манмасть, асра тытать. Астăвăм чĕррĕн куç умне тухать.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)