25 января 2019 г.
РАЙОНТИ ял тăрăхĕсен сайчĕсем хăйне евĕр информаци пухмачĕ шутланаççĕ. Ăна пĕрисем тăтăшах çĕнетсе тăраççĕ, сăн ỹкерчĕксемпе пуянлатаççĕ, теприсем çак ĕçе хăй еккипе çеç янă тесен те юрать. Çак кунсенче вырăнти администрацисен сайчĕсен 2018 çулхи рейтингне пĕтĕмлетнĕ. Ытти çулсенчи пекех малтисен йышĕнче Патăрьел, Туçа, Алманчă (йĕркипе шутласа) ял тăрăхĕсем лекнĕ. Пĕлтĕр Туçасем пĕрремĕш вырăн йышăннăччĕ. Пăлапуç Пашьел, Нăрваш Шăхаль, Кзыл-Чишма, Турхан, Сăкăт ял тăрăхĕсен сайчĕсене те лайăх енчен палăртмалла.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)