Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулăшу парса пĕр-пĕрне

25 января 2019 г.

Çитĕннĕ мĕн пĕчĕкрен Туçари Валерияпа Виктория Николаевсем куç умĕнче ỹснĕрен-ши - маншăн çывăх. Аслисене сывлăх сунмасăр е пĕр-пĕр сăмах хушмасăр иртсе каймаççĕ. Шкулта та ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Валерия (сăн ỹкерчĕкре сулахайри) ытларах вĕренỹре палăрса тăрать пулсан Виктория спортра хастар. Обществăлла мероприятисене вара иккĕшĕ те хаваспах хутшăнаççĕ, çавна май шкулта иртекен концертсенче, конкурссенче вĕсене яланах курма пулать.

- Хĕрсем çуралсан педиатр пăхрĕ те: "Тĕксĕмреххи вĕренỹ-ре малта пыраканни, çутăраххи ăна хỹтĕлекенни пулать", - терĕ. Пурнăçра çапларах пулса пырать те,- тет чиперккесен амăшĕ - Надежда Васильевна - ачисем пирки каласа панă май.

Пикесем яланах пĕрле çỹреççĕ. Савăнăçĕсене те, пăшăрханмаллисене те иккĕшĕ сỹтсе яваççĕ. Вĕсем пĕр тăвансем кăна мар, чи çывăх юлташсем те. Вика урокра мĕн те пулин ăнланмасан Лера тепĕр хут каласа парать. Пахчара ĕçленĕ чухне Лерăна Вика хăйĕнчен хăвармасть. Сăмах май, вĕсем пĕрре те пушă тăмаççĕ. Килĕнче выльăх-чĕрлĕх йышлă усранăран ашшĕ-амăшне утă хатĕрлеме, сухан-çевок йăранĕсене çум курăкран тасатма пулăшаççĕ. Çулла фермерсем патне ĕçлеме çỹреççĕ. Шкула каймалли формăна, ручка-тетраде хăйсен укçипе туянаççĕ.

Пĕр тăвансем хушшинче те кĕвĕçнине, курайманнине сăнама пулать, хĕрсем пирки ун пек калаймăн: пĕр-пĕриншĕн савăнаççĕ çеç. Викăн спортри çитĕнĕвĕсене кăтартакан грамотăсемпе дипломсем чылай. Лера 2016, 2017 çулсенче тăван чĕлхепе тата литературăпа иртнĕ олимпиадăра районта мала тухса республика шайне çитнĕ. Унта та çĕнтерỹçĕсен шутне кĕрсе Чăваш Ен чысне Хусанта хỹтĕленĕ. Тутар Республикинчен Туçа хĕрĕ призер пулса таврăннă. Раççейре ытти предметсемпе йĕркелекен олимпиадăсемпе конкурссенче те темиçе хут та мала тухнă. Çитĕнĕнĕвĕсене кура Туçари вăтам шкулта 11 класра вĕренекен Валерия Николаева кăçал ЧР Пуçлăхĕн стипендине илсе тăрĕ.

- Стипенди парассине пĕлсен çемйипех питĕ савăнтăмăр. Унта Викăн, аттепе аннен, пĕрремĕш учительницăн Любовь Николаевна Глинкинан, класс ертỹçин Валентина Петровна Яковлеван тата ытти вĕрентекенсен те тỹпи пысăк тесе шухăшлатăп. Вĕсем мана хавхалантарса, май пур таран канашсемпе, сĕнỹсемпе пулăшса пыраççĕ, - тет Лера.

Шкулта юлашки çул вĕреннĕрен хĕрсем халь пикенсех патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене хатĕрленеççĕ, аттестат илнĕ хыççăн хăйсене килĕшекен профессисене алла илме ĕмĕтленеççĕ.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика