18 января 2019 г.
"Аллă çул - паллă çул", - теççĕ халăхра. Çакна сăмах илемĕшĕн çеç каламан-тăр. 50 çул этем пурнăçĕнче паллă чикĕ шутланать. Унта çитсен кашниех утса тухнă çула тепĕр хут тишкерсе тухать: вăй питти вăхăта пушăлла ирттерсе яман-и, тус-йыш умĕнче хĕрелмелле пулса тухман-и?
Елена Сафроновна Перепелкинан вара ун пек пăшăрханма сăлтавĕ çук. Çак тапхăра вăл сулмаклăн утса тухса ырми-канми ĕçпе кĕтсе илчĕ.
Ачалăх сукмакне Йĕпреç тăрăхĕнче такăрлатнă Елена, çамрăклăхĕ вара студент пурнăçне çаврăннă, Шупашкар хулинче иртнĕ. Пилĕк çул И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче историпе филологи факультетĕнчи чăваш уйрăмĕнче ăс пухнă. Студент вăхăтĕнчех хăйĕн мăшăрне тупса шăпа ăна Патăрьел тăрăхне илсе çитернĕ. Анат Туçа кинĕ пулса тăнă, маларах Тверьти, унтан çак ялти шкулта вĕрентекен пулса ĕçлеме пикеннĕ çамрăк мăшăр. Ăс-тăн ĕçленĕçемĕн пиçĕхсе пырать, тавракурăм сарăлать, ĕç стажĕ те хушăнсах пырать. Анчах та 16 çул вăй хунă хыççăн ялти шкул хупăнать, пуçламăш класра вĕренекенсем çеç малалла пĕлĕве тăсаççĕ. Мăшăрне, Святослав Алексеевича, районти "Авангард" хаçат редакцине чĕнеççĕ, редактор тилхепине шанса параççĕ, Елена Сафроновна вара районти вĕрентỹ пайĕнче методист ĕçне кỹлĕнет. Шел пулин те усал чире пула кил хуçи вăхăтсăр уйрăлса каять. Елена вара тĕп килте сĕм суккăр хунямăшĕпе тата хĕрĕпе малалла пурнăçа тăсать. Йывăрлăха парăнмасăр, пуçа усмасăр пурнăçа йĕркелесе пырать.
Вуннăмĕш çул Анат Туçаран Патăрьелне ĕçе васкать Е. Перепелкина, хăнăхнă йăлапа чăн малтан çитет. Методист ĕçĕ вара пĕрре те çăмăл мар, мĕн чухлĕ яваплăх, вăхăтра туса çитермелли хутсем тата ытти те.
Пурнăç улшăнса пыни вĕрентекенсен умне çĕнĕрен те çĕнĕ тĕллевсем кăларса тăратать. Вĕсене хăйсен пĕлĕвне вăхăтра ỹстерме, аттестаци витĕр тухма асăрхаттарсах тăрать, шкулсене тухса çỹрет, учительсен пĕлĕвĕпе ăсталăхне хаклать, пулăшать, сĕнет.
"Учитель профессине чĕрепе суйласа илнĕ, ачасене юратакан вĕрентекенсем ырă сăмаха тивĕç. Вĕсем ирттерекен уроксем çĕнĕ мелсемпе, меслетсемпе пуянлансах пыраççĕ. Паян ачана тĕрĕс те тарăн пĕлỹпе воспитани парас тесен вĕренỹри çĕнĕлĕхсене алла илмелле, малта пыракансен опычĕпе паллашмалла.Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем пĕрре те пусăрăнса лармаççĕ, хăйсен професси ăсталăхне ỹстерсех пыраççĕ, тĕрлĕ конкурс-фестивале хутшăнаççĕ, пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашаççĕ, таврăнсан пухнă пĕлỹпе пурне те паллаштараççĕ", - хĕпĕртесе те мăнаçланса каласа кăтартать Елена Сафроновна.
Чăнах та, çакна çирĕплетсех каласшăн, çĕнĕ мелсемпе усă курса пăхатпăр та шкул ачисен вĕренỹри кăтартăвĕсем лайăхланнине куратпăр. Çитĕнỹсем те çук мар пирĕн. Район, регион, республика шайĕнчи олимпиадăсенче çĕнтереççĕ ачасем, ют республикăна тухса конференцисенчен хавхаланса таврăнаççĕ. Çакă мар-и вара йывăр ĕçĕн çимĕçĕ? Мĕн чухлĕ ача эпир çине тăнипе район, администрацийĕн пуçлăхĕн, ЧР Пуçлăхĕн стипендийĕсене илме тивĕçеççĕ. Паллах, çак ĕç вăл алă усса ларнипе пулмасть - çине тăнипе, тĕллевсем патне ăнтăлнипе.
Пушă вăхăтпа мĕнпе йăпанать-ши пирĕн юбиляр? Каçхине ыйхă çĕтнĕ вăхăтра алла илемлĕ литература тытать: вăхăт та сая каймасть, пуç та урăх ĕçпе канать, чун та тасалăхпа тулать. Юля хĕрĕ ашшĕпе амăш çулнех суйласа илнĕ, вĕсен сукмакĕпех утса аслă пĕлỹллĕ, ялти садикре ĕçлет.
Ырă ĕçсемпе, пархатарлă шухăш-кăмăлпа, малашлăх паянхинчен те çутăрах, илĕртỹллĕрех пуласса шанса, малаллах ыткăнать юбиляр.
С. КУЛАКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)