25 декабря 2018 г.
ТУÇАРИ Фроловсемшĕн кăçалхи çул виçĕ паллă пулăмпа асра юлĕ. Александр Ильич Туçари больницăра вăй хума пуçлани шăп 50 çул çитнĕ. Ĕçе кĕрсенех, 1968 çулта, вăл "Авангарда" çырăннă. Район хаçачĕпе тата маларахах, "Коммунар" ятпа тухса тăнă чухнех, туслашнă.
- Çиччĕмĕш класра вĕреннĕ чухне пĕрремĕш хут манăн статья "Кĕл пуçтараççĕ ачасем" ятпа пичетленсе тухнăччĕ. Уншăн эпĕ питĕ савăннăччĕ. Паян та "Авангардăн" кашни номерне алăран ямасăр, пуçламăшĕнчен пуçласа вĕçне çитичченех шĕкĕлчетĕп, - тет чылай çул шăл тухтăрĕнче тăрăшнă А. Фролов.
Декабрь уйăхĕнче Александр Ильичпа мăшăрĕ, Любовь Ивановна (вăл Туçари аптекăра чылай çул ĕçленĕ) ылтăн туйне паллă турĕç. Вĕсем пĕр ывăлпа икĕ хĕре пурнăç парнеленĕ. Пурте аслă пĕлỹллĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)