Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача-пăча лаптăкĕ илĕртет пепкесене

30 октября 2018 г.

Туçа ял тăрăхĕнчи Туçара пурăнакансем пĕлтĕрех ачасен площадки тума шут тытнăччĕ, çакăн пирки пухура та сăмах пуçарнăччĕ. Ял тăрăх пуçлăхĕ Константин Углев вĕсен сĕнĕвне шута илчĕ, вырăн тупса пама шантарчĕ.

Туçари Çветтуй Троица ячĕллĕ чиркỹ малтан Çĕнтерỹ урамĕнче вырнаçнăччĕ, çĕннине тунă хыççăн храм пулнă çурта пăсрĕç. Каярах часовня турĕç, анчах пĕрех лаптăк пушăччĕ. Шăпах çакăнта ача-пăчана вылямалли вырăн тума питĕ лайăх. Турикасра, Анаткасра, Çĕнтерỹ урамĕнче пурăнакан çамрăксемпе аслă çултисем пĕр шухăшлă пулса нимене тухрĕç. Малтанах ỹссе кайнă курăка çулчĕç, ăпăр-тапăра пуçтарчĕç. Иван Еливанов хăйĕн тракторĕпе лаптăка тикĕс- леме хăйăр турттарчĕ, ыттисем ăна сапаларĕç. Арçынсен ушкăнĕ ачасене валли ярăнмаллисем вырнаçтарчĕ.

- Хамăр ачасемшĕн, мăнуксемшĕн тăватпăр. Кунта ĕç çакăнпа çеç вĕçленмест-ха, малашне лаптăка тата хăтлăлатма тăрăшăпăр, - терĕ Константин Углев субботника тухнисене тĕллевсемпе паллаштарнă май.

Халь çитĕнекен ăру шкул хыççăн тỹрех ятарлă лаптăка выляма килет. Çулла кунта иртен пуçласа каçченех шав тăрасси куç кĕрет. Сăмах май, Туçа ял тăрăхĕнче ултă ача-пăча площадки тунă.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика