Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшса вăй хуракана çĕр парать хăй ырлăхне

16 октября 2018 г.

Туçа ял тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн вăрлăх сухан туса илесси, унпа ĕçлесси - çĕнĕлĕх мар. Сакăр яла пĕрлештерсе тăнă "Гвардеец" колхозра тăрăшакансемех çемйисемпе хирте çевок пайĕнче тар тăкнă. Йăранĕсен тăршшĕсем вара 800-1000 метртан кая пулман! Паян та çакăнта пурăнакансем асăннă культурăна гектарĕ-гектарĕпе акаççĕ. Туçари Иван Бельдеков фермер та ăна çуллен çитĕнтерет.

Ялта пурăнакан кашни çын алă-ура çавăрмалăх тесе çĕр улми, кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр çемйине кирлинчен ытларах акать. Бельдековсем те малтанласа хăйсене тивĕçекен çĕр пайĕсенче çеç вăрлăх сухан çитĕнтернĕ. Ун чухне кил хуçи укçа-тенкĕ ĕçлесе илес тĕллевпе ют тăрăха вăй хума çỹренĕ.

- Çĕр ял çыннине нихăçан та пăрахман: тумлантарнă, тăхăнтартнă... Ĕçĕ те пĕлменни мар, мĕн ачаран пай тунă. Çемьерен инçетре пулас килменни фермер хуçалăхне йĕркелеме хистерĕ. Мăшăрпа пĕрле сỹтсе явнă хыççăн сухан вăрлăхĕн лаптăкне ỹстер-тĕмĕр. Кишĕр, çĕр улми çитĕнтеретпĕр, утă пур, _ терĕ калаçу пуçланă май И. Бельдеков. Сăмах май, Иван Васильевич 2014 çулта фермер хуçалăхне туса хунă. Çакăн чухнех вăл фермер ĕçне пуçăнакансене паракан гранта тивĕçнĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса трактор, кăкарса çỹремелли хатĕрсем туяннă, вăрлăх сухан управне реконструкциленĕ. Паян Бельдековсен хирте тата килте ĕçлемелли пур техника та çителĕклĕ. Унччен вăрлăх суханăн çулçине алăпа татнă пулсан халь ятарлă барабанпа усă кураççĕ. Çут çанталăк условийĕсем те çĕнĕлĕхсем кĕрттереççĕ. 2017 çулта çу çумăрлă килнĕччĕ тата шăпах çевока пухмалли тапхăрта вăл çурĕ, çавна май çулçисем чĕнленсе кайнăран йĕркеллĕ татăлмарĕç. Кун пек тавара кам туянтăр? Сутма юрăхлă тăвас тесе фермер вăрлăх суханăн тунине касакан агрегат ăсталанă.

И. Бельдековăн алли-ури ылтăн тесех хаклас килет. Ĕç пирки кăна мар, пепкисем çинчен те шухăшлать: выляма, канма майсем туса парать. Иван Валентина мăшăрĕпе 5 ачана пурнăç парнеленĕ: тăватă хĕр те пĕр ывăл. Çурчĕ çывăхĕнче вăл вĕсене валли ятарласа ача-пăча лаптăкĕ тунă. Хăйсен кăна мар, ытти урамсенчи вĕт ура кассисем те çу каçипех кунта ыр кураççĕ. Йĕри-тавра лартнă йывăçсем пĕчĕкрех пулсан та хăйне майлă илем кĕртеççĕ.

Ял çынни пуррине те, çуккине те пĕрле пайлама хăнăхнă. Иван Васильевич та çаплах. Шкула, ял тăрăхне уявсем йĕркелеме е пĕр-пĕр япала туянма пулăшать. Пĕлтĕр Туçа масарне халăх хавалĕпе тирпейлерĕç. Фермер унтан та айккинче юлмарĕ. Хăй патĕнче ĕçлекенсене те хавхалантарма май тупать.

Çĕр ĕçĕ нихăçан та çăмăл пулман. Пăшăрханмаллисем те, çĕрĕпе йĕркеллĕ куç хупман каçсем те фермерăн нумай. Унăн пурне те вăхăтра тумалла: акмалла, çитĕннĕ культурăна пухса кĕртмелле... Хăш-пĕр чухне хĕвелпе тăрса хире васкама тивет. Хĕлле те канăç сахалтарах. Вăрлăх сухана ытларах çуркунне енне сутаççĕ, çавна май январьтех алласа тасатма пикенеççĕ.

- Çемьепе, тăвансемпе, тус-юлташпа килĕштерсе пурăнни, ачасем тĕрĕс-тĕкел ỹсни пире тата тăрăшарах ĕçлеме хавхалантарать, йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать, - тет И. Бельдеков.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика