05 октября 2018 г.
ТУÇАРИ "Сар хĕвел" ача садне иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче "Гвардеец" колхоз хăй вăйĕпе хăпартнă. Вăхăт унтанпа самаях иртнĕ пулсан та çурта юсасах тăнипе вăл "ватăлма" шухăшламасть. Нумай пулмасть çеç кунта патшалăх пулăшнипе чỹречесене пластикран тунипе улăштарнă. Çĕнĕлĕх вара ку çеç те мар.
Ача сачĕн картишĕнчи тротуара сарнă плиткăсем кивелнĕрен çумăр çунă вăхăтра вырăн-вырăнпа шыв кỹленчĕкĕсем тăнă. Ашшĕ-амăшĕ пĕр шухăшлă пулса ăна çĕнетме йышăннă. Туçа ял тăрăх администрацийĕпе коллектив та айккинче юлман. Пĕрлехи вăйпа плитасем вырăнне брусчатка сарнă. Халь тротуарпа утса çỹреме те кăмăллă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)