25 сентября 2018 г.
Телевизорпа кăтартакан передачăсенче пултаруллă çынсемпе паллаштарнине хăнăхрăмăр ĕнтĕ. Эпир те хамăр хаçатра "Тĕлĕнмелле çын" рубрика уçрăмăр. Унта районта пурăнакан маттур çынсемпе паллаштаратпăр.
Тури Туçа ялĕнче пурăнакан Валерий Иванович Салмин çинчен те "Авангардра" пĕрре мар материал шăрçаланă. Çакна вăл чăннипех те тивĕç. 2016 çулта Валерий Иванович хăйĕн пĕчĕк пỹртĕнче музей-архив уçса тĕлĕнтерчĕ. Çак икĕ çул хушшинче аваллăх управçи пиншер çынна йышăннă. Чăваш халăх академикĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономисчĕ, ĕçпе спорт ветеранĕ кунпа кăна лăпланса лармасть, музей çумне тепĕр пỹлĕм туса Шуршăлти космонавтика музейĕн уйрăмĕ шайне çитме пултарчĕ. Сентябрĕн 20-мĕшĕнче çакна паллă тума Тури Туçана Чăваш халăх академикĕсен президенчĕ Евгений Ерагин ертсе пыракан ушкăн, район администрацийĕн социаллă аталану, туризм тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай ĕçченĕсемпе ытти сферăра тăрăшакан ентешсем, Патăрьел тата Елчĕк районĕсенчи вĕрентекенсемпе музей ĕçченĕсем, Валерий Ивановичăн тăванĕсемпе кỹрши-арши, шкул ачисем пуçтарăнчĕç.
Мероприятие Пăлакассинче пурăнакан ĕçпе вăрçă ветеранĕ М. Наташкин хутшăнни те чыс кỹчĕ. 97 çулхи вăрçă паттăрĕ хăйĕн пурнăçĕпе паллаштарнă май вăрçă çулĕсенчи ял пурнăçне те çутатса пачĕ. Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Евгений Семенов вăрçă тата тыл ветеранĕ- сене паянхи пурнăç ырлăхĕшĕн тăрăшнăшăн тав турĕ.
Шуршăлти космонавтика музейĕн директорĕ А. Тукмаков музей пĕлтерĕшĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен чарăнса тăчĕ. Вăл пирĕн ентеш - Пăлапуç Пашьелĕнчен пулнă май районта çакăн пек музей пурришĕн хĕпĕртенине пытармарĕ. Çывăх вăхăтра республикăра куçса çỹрекен автобус-музейсем йĕркеленине палăртрĕ. Салминсен музейĕнчи хăш-пĕр материалсем те унта вырăн тупассине каларĕ. Çавăн пекех Александр Николаевич Туçари архив-музейра материалсемпе унти документсене саккун ыйтнă пек тирпейлеме, музей статусне илме пулăшассине шантарчĕ. Республикăри ветерансен совечĕн председателĕ Василий Шоркин Валерий Салмин музей ĕçĕпе кăна лăпланса ларманнине, вăл спорт каçалăкĕнче те пысăк çитĕнỹсем тунине палăртса ăна Хисеп хучĕпе чысларĕ. Çакăн пек чыса Вăтаелĕнчи тепĕр хастар - Василий Сабаев- тивĕçрĕ.
Республикăри таврапĕлỹçĕсен ячĕпе Рея Тимофеева тухса калаçрĕ. Вăл Салминсене саламласа, пирĕн чăвашлăха аталантарас ĕçре хастар пулмаллине, пулас ăрăвăн малашлăхĕшĕн аслисем яваплине палăртрĕ.
Н. МАЗЯКОВА, районти таврапĕлỹçĕсен уйрĕмĕн секретарĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)