14 августа 2018 г.
Вăхăтĕнче "Гвардеец" (ертỹçи М. Долгов), "Ленинец" (А. Сироткин), "Герой" (Э. Сармаев) тата ытти хăш-пĕр хуçалăхсем кĕрлесе çеç тăнă, çамрăк ертỹçĕсем район чысне, халăхсен мухтавлă ятне упрама тăрăшнă, çĕр ĕçченĕпе пĕр чĕлхе тупса ĕçленĕ, стройка çине стройка пуçланă, ĕçлекенсене кирлĕ пек хавхалантарнă, ăмăртура малта пыракансене хисеп хăми çине кĕртнĕ... Урăхла каласан, пурнăçăн кирек хăш тапхăрĕнче те ял çыннин, çĕр ĕçченĕн хăтлă та тулăх пурнăçĕ ертỹçĕ çаврăнăçулăхĕнчен ытларах килет. Çавăнпа та, ман шутпа, вăхăтĕнче ятпа-сумпа тăрăшнă хуçалăх ертỹçисене манăçа кăларас марччĕ, вĕсем пурăннă çурчĕсем çине (вĕсем пиртен ĕмĕрлĕх уйрăлнă) Асăну хăми вырнаçтарни паянхи ертỹçĕсене тăрăшса ĕçлеме те хавхалантарĕ, çамрăксемшĕн вара ырă тĕслĕх вырăнне çеç пулĕ.
В. МИХАЙЛОВ, ĕç ветеранĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)