03 августа 2018 г.
Çак кунсенче çеç пирĕн хисеплĕ ентешĕмĕрĕн, Марина Карягинан, "Çăкăрпа сахăр" черетлĕ кĕнеки кун çути курнă. Ачасемпе çамрăксем валли хайланă калавсемпе сăвăсен ал çырăвĕ чăвашла çырнă произведенисен 2017 çулхи конкурсĕнче те çĕнтернĕ. Кĕнекери тĕп сăнар - йышлă çемьере çитĕннĕ ял ачи. Автор вĕсен савăнăçне те, пурнăçри йывăрлăхне те туллин тата уççăн çутатнă. Ку таранччен унăн вунă ытла кĕнеки пичетленсе тухнă.
Марина Федоровна - чăваш писателĕ, поэт, журналист, Чăваш Республикинчи çамрăксен Патшалăх премийĕн, журналистсен Митта Ваçлей тата Çемен Элкер премийĕсен лауреачĕ, Раççей Федерацийĕн, Еврази писателĕсен, РФ журналистсен Союзĕн членĕ. Кивĕ Ахпỹрт чиперкки 1992 çултанпа телерадиокомпанинче тăрăшать, хăйĕн ĕçĕнче пысăк хисеп çĕнсе илнĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)