Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхпа ĕçлекен халсăр мар

03 августа 2018 г.

Хальхи вăхăтра вырăнсенче староста ĕçĕ, унăн пĕлтерĕшĕ, витĕмĕ пирки массăллă информаци хатĕрĕсенче час-часах вуласа пĕлме, илтме е курма пулать. Чылай чухне тỹлевсĕр ĕçе кỹлĕннĕ çынсем пысăк хастарсем, лидерсем шутланаççĕ. Çавăнпа та паян вырăнта влаç органĕпе халăх интересĕсене пĕр тĕвве çыхăнтарса тăракан çын шăпах староста тесе хаклас килет те. Çапах та общество пурнăçĕнче хăйсен ĕçне чунĕпе парăнса пурнăçлакан çынсем йышлă мар. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те халăх шаннă ĕçе пурте тивĕçлипе туса пыраççĕ тесе хаклаймăн. Ку тĕлĕшпе Туçара пурăнакан Антонина Салмина староста çут тĕнчене çак тĕллевпех çуралнă тейĕн. 76 çулхи хĕрарăм çаврăнăçулăхĕпе, пултарулăхĕпе, вăр-варлăхĕпе, хăюлăхĕпе... тепĕр çамрăкран та ирттерет.

- Килĕшỹллĕ кĕтỹре кашкăр та хăрушă мар. Халăхпа ĕçлесен хал çеç ỹсет. Ял тăрăх пуçлăхĕ Константин Углев вырăнти хăй тытăмлăх органĕн ĕçне депутатсемпе пĕрлех обществăлла организацисене, уйрăм хастарсене, меценатсене явăçтарни, кирек мĕнле ĕçе те халăхпа канашласа уççăн пурнăçлани чăн малтан ял çыннине пысăк шанăç парать. Ун пек чухне пĕр-пĕр ĕçшĕн кар тăма та, çынсемпе пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме те çăмăл. Пĕрлĕх чул хỹмерен те çирĕп тесе ахаль каламаççĕ ваттисем,- пуçларĕ хăйĕн калаçăвне Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи çулĕпе чи аслă старостăсенчен пĕри Антонина Васильевна Салмина.

Тĕрлĕ ĕçре пиçĕхсе ырă ята тивĕçнĕ ентешĕмĕре ачаранпах пĕлетĕп. Пĕчĕк чухне ăна ялта "Тоня аппа" тесе чĕнеттĕмĕр. Пĕчĕк бидонпа фермăна сĕт илме кайсан илĕртỹллĕ те тирпейлĕ, вут пек чĕрĕ ферма заведующине куç илмесĕр сăнани те асрах. Ялта дояркăсем канакан "хĕрлĕ кĕтес" паянхи пĕр-пĕр офисран та илĕртỹллĕччĕ-тĕр. Унта ферма шăрши мар, "Красная Москва" духи хăйĕн симпыл евĕр шăршипе тыткăнлатчĕ. Мĕнле кăна культура мероприятийĕ ирттерместчĕ-ши вăл çак кĕтесре? Юрла-юрла алă ĕç тăватчĕç ĕне сăвакасем. Пĕринчен тепри маттур та хастарччĕ.

Шел пулин те А. Салмина 27 çул ĕне фермин заведующийĕнче ĕçленĕ витесем паян пурте пушаннă, кивелнĕ, тайăлнă... Унтанпа нумай шыв-шур юхрĕ пулин те çак харсăр хĕрарăм унчченхи хастарлăха çухатмасăр халăхпа ĕçлеме пăрахмасть-ха. Çак ырă енсене тĕпе хурсах ăна ял çыннисем граждансен пухăвĕнче пилĕк çул каялла староста пулма шаннă.

Сакăр яла пĕрлештерсе тăракан Туçа ял тăрăхĕ юлашки çулсенче халăх пурнăçне лайăхлатас, урамсене тирпей-илем кĕртес, ачасемпе çамрăксен, ытти çынсен канăвне йĕркелес, вĕсене спорта явăçтарас, сывлăхне çирĕплетес тĕллевпе услови туса парас ĕçре курăмлă улшăнусем туса пырать. Çакна та палăртса хăвармалла. Иртнĕ çул пуçару бюджечĕн программипе килĕшỹллĕн (3 миллионĕ республика бюджетĕнчен, ытти ял тăрăх бюжечĕпе тата ял халăхĕн вăйĕпе) Туçара нумай функциллĕ спортпа культура комплексне хута янă. Хальхи вăхăтра ял масарĕн çуртне çĕнетес, территорие тирпей- илем кĕртес тĕлĕшпе пысăк ĕç пурнăçлаççĕ. Ял çыннисем пĕр шухăшлă пулнипех пушар службине те тытса тăраççĕ тата ытти те.

- Чылай муниципалитетра паян халăх пулăшăвĕ, ырă пуçару, ыр кăмăллăх пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку тĕлĕшпе эпир Туçа ял халăхĕ алă тăсса пулăшнипе сахал мар ĕç туса пыратпăр. Ял çыннине тав тумалăх та, ăшă сăмах каламалăх та пур. Кăçал хамăрăн çывăх тăванăмăрсем канлĕх тупнă вырăнта пысăк ĕç пурнăçларăмăр: ватă йывăçсене касрăмăр, хыт-хурана çумларăмăр, масар çуртне, унта кĕмелли хапхине çĕнетрĕмĕр тата ытти те. Пысăк ĕçе пĕччен-иккĕн пурнăçлаймастăн. Кашнийĕнчех 30-40 е ытларах та çын хутшăнчĕ субботника. Пархатарлă ĕçе ватти те, çамрăккки те хăйĕн тỹпине хывма тăрăшрĕ. Çакнашкал ĕçре Л. Жукова, О. Кересева, Л. Сатарова, Н. Козлова, А. Фролов, В. Салмин тата ыттисем те яланах пысăк пуçарулăх кăтартаççĕ,- кăмăлтан каласа парать хăйсен ĕçĕ пирки Антонина Васильевна.

Пĕрлĕхре, пысăк ушкăнра вăй çеç мар, ăнăçу та, çитĕнỹ те. Çак ĕçсене йĕркеленĕ çĕрте шăпах старостăн тỹпи пысăк та. Ял пуçлăхĕпе канашласа пикеннĕ кирек мĕнле ĕçе те вăл чун-чĕререн пурнăçлама тăрăшать, кашни çынпа пĕр чĕлхе тупма пултарать. Ахальтен мар ĕнтĕ нумай пулмасть çак ял поселенинче районти ял пуçлăхĕсен вырăна тухса ирттернĕ канашлăвĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов вырăнти влаçпа халăх хушшинчи ĕçе хак парса "Пĕччен сурать - типсех пырать, халăх сурать- кỹлĕ пулать" тенĕ. Сăмах май каласан, кирек мĕнле ĕçре те пĕр-пĕрин опычĕпе, çитĕнĕвĕпе паллашни çĕнĕ шухăш çуратать, вăй-хăват хушать. Ку тĕлĕшпе Туçа ял старостин - Антонина Салминан - хастарлăхĕ пысăк. Нумай пулмасть районти АПК ветеранĕсен пĕрлĕхĕн членĕ район администрацийĕн пуçлăхĕпе пĕрлех Елчĕк районĕнчи Тỹскел ял старостин Дмитрий Судаковăн ĕç опычĕпе паллашма кайса килнĕ. Унта çамрăк староста яла малалла аталантарас, çĕнетес, капăрлатас тĕлĕшпе нумай ĕç тăвать. Общество хастарĕ хăй енчен вырăнти, район влаçĕ патне чылай пуçарупа тухать-мĕн. Ырă пуçарăва вара ертỹçĕсем яланах хапăл. Кỹршĕсен пархатарлă ĕçĕ Туçа ял старостине те килĕшнине пĕлтерчĕ: "Манăн унтан вĕренмелли чылай...",-терĕ сăпайлăн çеç А. Салмина.

А. ЕГОРОВА.

Кĕскен А. САЛМИНА районти фермăсем хушшинчи ăмăрту çĕнтерỹ- çи, нумай сĕт суса илекенсен клубĕн ертỹçин (каярахпа "президент" тенĕ) "лавне" туртнă.

20 çул ытла облпрофсоюз комитечĕн членĕ, Мускавра Кремльти Пысăк дворецра иртнĕ Пĕтĕм Союзри рабочисемпе хресченсен съезд делегачĕ, ЧР агропромышленность комплексĕнчи ветерансен пĕрлĕхĕн членĕ пулнă.

Унăн паллă наградисем: "Хисеп палли" орден, "Ĕç ветеранĕ", "Ĕçре палăрнăшăн" медальсем, "Социализмла ăмăрту отличникĕ" знак. Унсăр пуçне Хисеп грамотисем те йышлă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика