29 июня 2018 г.
Иртнĕ вырсарникун, июнĕн 24-мĕшĕнче, районта икĕ пушар пулнă: пĕри - Тури Туçара, тепри- Чăваш Ишекĕнче. Районти пушар надзорĕн дознавателĕ Владимир Давыдов хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, Туçари Пласкинсен хуçалăхĕнчен тухнă вут-кăварăн сăлтавĕ электричествăпа çыхăннă, Ишекри Саламатовсен пурăнман çуртĕнче сасартăк хыпса илнĕ вут-çулăм сăлтавне вара ятарлă специалистсем уçăмлатаççĕ.
- Çанталăк шăрăх та типĕ тăни пушшех пушар тухас хăрушлăха вăйлатать. Çавăнпа питĕ асăрхануллă пулмалла. Çунакан кăвайта тимлĕхсăр хăварма юрамасть. Хальхи вăхăтра ялсенче хуларан каникула килнĕ пĕчĕк ачасем те нумай. Вĕсене те аслисен сăнасах тăмалла, шăрпăкпа вылясран чармалла,- терĕ Владимир Анатольевич пурне те инкекрен сыхă тăма сĕнсе.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)