Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аталану пĕрлехи вăйран килет

26 июня 2018 г.

Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Туçа ял тăрăх территоринче поселени пуçлăхĕсемпе канашлу ирттерчĕ. Малтанах вырăнти хăй тытăмлăх органĕн ертỹçисем кунта федераци, республика шайĕнчи программăсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе мĕнле тăрăшнине, пуçару бюджечĕпе ĕçлессине, халăхран налук пуçтарассине, ял тăрăхĕн бюджет укçи-тенкине тухăçлă усă курассине еплерех йĕркеленипе паллашрĕç.

Туçа ял тăрăхĕ сакăр яла пĕрлештерсе тăрать, 1325 хуçалăхра 3650 çын пурăнать.

Юлашки çулсенче поселени администрацийĕ район администрацийĕ витĕм кỹни- пе социаллă культура объекчĕсем тăвассипе тата вĕсене юсассипе, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе тухăçлă усă курассипе, хуçасăр пурлăхсене шута илессипе тухăçлă ĕçлесе пырать. Акă, иртнĕ çул çеç Чăваш Республикин "Вĕрентĕве 2012 - 2020 çулсенче аталантарасси" патшалăх программипе килĕшỹллĕн Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкул çуртне (22 миллион тенкĕлĕх) тĕпрен юсарĕç. Республика программипех икĕ çул умлă хыçлă икĕ ФАП уçрĕç: 2016 çулта - Вăтаелĕнче, 2017 çулта - Кивĕ Ахпỹртре. Территорисене тирпей-илем кĕртесси - поселени вăйĕпе. Иртнĕ çул пуçару бюджечĕн программипе нумай функциллĕ спортпа культура комплексне тĕпрен çĕнетрĕç. Çак пĕлтерĕшлĕ объекта тума республика, поселени бюджечĕн укçи-тенкипе пĕрлех халăх вăйĕпе те усă курнă. Сăмах май каласан, пушар службине тытса тăрасси вырăнти халăх пулăшăвĕпе тата ял тăрăхĕн бюджетĕнчен уйăрнă укçа-тенкĕпе пурнăçланать.

Канашлăва хутшăннисем администраци ĕç опычĕпе паллашнă май Туçа хастарĕн, АПК ветеранĕн Валерий Салминăн музей-çурчĕпе те паллашрĕç, пархатарлă ĕçне пысăк хак пачĕç.

Туçа ял администрацийĕн ялсене хăтлăх кỹрес, халăх валли пурăнма кирлĕ услови туса парас тĕллевпе ĕçлемелли малашлăх плансем те курăмлă. Кăçал вĕсем Анат Туçари ял клубне çĕнетме тĕллев лартнă. Ку тĕлĕшпе аукцион ирттернĕ, ĕç 1 миллион та 700 пин тенке кайса ларать. Çывăх вăхăтрах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă паттăрсене асăнса лартнă Мухтав монументне, Туçари стадиона çĕнетесшĕн, Вăтаелĕнчи клуба тăвасшăн, урамсенчи çулсене сарасшăн тата ытти те. Туçа ял тăрăх пуçлăхĕ Константин Углев калашле, администрацин ĕмĕчĕсем, тĕллевĕсем пысăк. Ыйтусене татса пама республика, район ертỹçисен пулăшăвĕпе пĕрлех вырăнти обществăлла организацисен, предприяти-учрежденин, депутатсен, çавăн пекех ял халăхĕн пĕрлехи вăйĕ пысăк кирлĕ. Халăх сурсан çеç кỹлĕ пулать, пĕччен сурни вара типсех пырать.

Вырăна тухса ирттернĕ канашлу тухăçлă та, ăнăçлă та иртрĕ. "Çакнашкал канашлусем коллегăсен ĕç опычĕпе паллашма, вĕсен ырă ĕçĕсене ăша хывма пулăшаççĕ. Кун пек тĕл пулусем малашне пур поселенинче те иртĕç",- пĕтĕмлетрĕ хăйĕн шухăшне район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов.

Елчĕке - ĕç опычĕпе паллашма

Çак кунхинех район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа Туçа ял старости, районти АПК ветеранĕсен пĕрлешĕвĕн членĕ Антонина Салмина тата Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин Елчĕк районĕнчи Тỹскел ял старостин Дмитрий Судаковăн (2018 çулта "Чăваш Республикин чи лайăх старости" ята тивĕçнĕ) ĕç опычĕпе паллашрĕç. Çамрăк старостăн хастарлăхĕпе тата пуçарулăхĕпе кунта ял çыннисен вăйĕпе территорисене тирпей-илем кĕртес, çĕнĕ объектсем тăвас тĕлĕшпе чылай ĕç туса пыраççĕ.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика