20 июня 2018 г.
Район администрацийĕн ЗАГС пайĕн кăтартăвĕсем тăрăх, кăçалхи 5 уйăхра Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çуралнă ачасен йышĕ, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, сахалрах. Çапах хăш-пĕр ял тăрăхĕнче демографи лару-тăрăвĕ савăнтарать. Акă Ыхраçырминче çулталăк пуçланнăранпа 8 ача тĕнчене килнĕ, 2 çын вилнĕ. Туçара вара 4 ача çуралнă, 1 çын пурнăçран уйрăлнă.
Источник: "Хресчен сасси"