Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисепе ĕçпе тивĕçнĕ

17 апреля 2018 г.

Пурнăç, пурнăç... Шутсăр кукăр-макăр та тумхахлă- çке санăн çулу. Пĕрре те малтан шутласа хунă пек тап-такăр та яка çулпа чупмастăн-çке.

Вăхăт Пăла юхан шывĕ пекех ялан таçта васкать. Маня аппа та çак тарана çитнине сисмерĕ. 1937 çулта Вăтаелĕнчи Иван Матвеевичпа Ирина Алексеевна Сабаевсен çемйинче кун çути курнă вăл. Ачалăхĕ те, çамрăк-лăхĕ те тăван килте иртнĕ.

- Мĕнпе хакламалла-ши тахçанах иртнĕ çамрăклăха? Атте-анне пур чухне, чун-чĕрере чечеклĕх ешернĕ вăхăтра, сывлăх ырă та чипер чухне кам телейлĕ мар-ши? Хальхи пекех куç умĕнче - тантăшсемпе хĕллехи вăхăтра улах ларнă вăхăтсем е çулла каçсерен вăййа тухнисем. Шухăшласа ларнă май, халĕ пирĕн пенсионерсен аса илỹ çăмхине сỹтме вăхăт нумай, хамăн пурнăçа начар мар пурăнса ирттернĕ тетĕп. Эпĕ нихăçан та ниçта та çухалса кайман, пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утнă,- çапла пуçларĕ хăйĕн калаçăвне Мария Ивановна.

Куршанакĕ ун çумне пĕчĕккĕллех çыпăçнă. Мĕн пĕчĕкрен ашшĕ-амăшне çĕр çинче ĕçлеме, кил çурта тытса тăма тăрăшнă. Уйра аслисемпе пĕрле çум çумланă, лаша кỹлсе утă-улăм турттарнă.

Çиччĕмĕш класран вĕренсе тухсан ялти пуçламăш шкула тирпейлỹçĕне вырнаçнă. Çав вăхăтрах колхоз ĕçне те хутшăннă. Юрра-ташша ухата пулнăран, купăс калама пĕлнĕрен-тĕр виçĕ çултан Маняна клуб заведующийĕ пулма шаннă. Çамрăксен вăхăтне усăллă ирттерес тесе тĕрлĕ мероприяти ирттернĕ. Концерт-спектакльсемпе кỹршĕ ялсене те тухса çỹренĕ.

Анчах икĕ çултан хĕрĕн ку ĕçпе сыв пуллашма тивнĕ. Ăна ĕне ферми заведующийĕн тилхепине шанса панă. Шăпах çак вăхăтра тата ялти маттур, хăюллă каччă Петр Щербаков куç хывнă. Каярахпа вĕсем туй кĕрлеттернĕ.

Çĕнĕ çынна ют киле хăнăхма çăмăл пулман. Çапах хуçăлса ỹкмен. Хунямăшĕпе, мăшăрĕпе пĕр чĕлхе тупса пурнăçа аванах сыпăнтарса пынă. Çĕнĕ çурт лартнă, карта-хуралтă çавăрнă. Çамрăк кин мăшăрĕпе пĕрле хăма та саваланă, чỹрече рамисене те хăйсем ăсталанă. Ун аллинче сава, пăчкă, мăлатук, пуртă вылянса çеç тăнă.

Çемье хушăнсах пынă: виçĕ ывăл çуралнă. Ачасене ỹстернĕ вăхăтра ĕç вырăнне те улăштарма тивнĕ. Ашшĕ колхоз утарĕнче хурт-хăмăрçă пулнăран пĕр вăхăт ун вырăнне те йышăннă. Каярахпа каллех шкула куçнă. Пушă вăхăта пĕрре те сая яман вăл. Мастерскойра чỹрече рамисем, пралукран пысăк йĕпсем, чĕнтĕр çыхмалли çекĕлсем ăсталанă. Хĕллехи вăхăтра çĕрĕпе тенĕ пек кăçатă йăваланă. Çак ĕçе те вăл хăй тĕллĕн вĕренсе алла илнĕ. Маçтăрлăхĕ ỹссе пынăçем заказ паракансем те йышлă пулнă.

- 2-3 сехет çывăрнипех çырлахма тиветчĕ. Выльăх-чĕрлĕх те йышлăччĕ, ачасене шкула вĕри апат çитерсе тирпейлесе кăларса ямаллаччĕ. Мĕнле чăтнă-ши? Çамрăк чухне ывăннине те туйман пуль, - ăшшăн аса илет çав вăхăтсене кил управçи.

Мария Ивановнăпа Петр Васильевичăн ачисем ỹссе çитĕннĕ ĕнтĕ. Пурте професси илнĕ, çемье çавăрнă, ача-пăчаллă пулнă. Кинĕсем те маттур. 7 мăнук, вĕсен ачисем улттă. Тăван йăвана манмаççĕ, килсех çỹреççĕ. Шел, йывăр чире пула Маня аппан мăшăрĕ пурнăçран иртерех уйрăлчĕ.

Мария Ивановна килте кĕçĕн ывăлĕн - Сашăн - çемйипе пурăнать.

82 çул сахал мар. Çулсем шултраланнă пулин те алă усса лармасть-ха Маня аппа. Чиркĕве çỹрет. Сасси те çулне кура мар янравлă.

В. МАЛЬЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика