Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасен интересĕ пысăк

17 апреля 2018 г.

Туçари вăтам шкулта çамрăк космонавтсен "Созвездие" отрядне 2005 çулта йĕркеленĕ. Унтанпа ачасем мĕнле конкурса çеç хутшăнман-ши? Судомоделистсем, авиамоделистсем кружокра тĕрлĕ япала ăсталама хăнăхаççĕ. Тăкакпа та питех çыхăнман вĕсем. Пушаннă пылак шыв савăчĕсенчен, картун курупкасенчен тĕлĕнмелле илĕртỹллĕ автомашина, самолет макечĕсем тухаççĕ. Выставкăсене тăратнă чылай ĕçе пуçтарса иккĕмĕш хутăн коридорĕнче ятарлă кĕтес йĕркеленĕ. Тепĕр музейран пĕрре те кая мар. Унтах конкурссенче çĕнсе илнĕ дипломсемпе хисеп грамотисем те вырăн тупнă. Пĕрремĕш хут чăвашран тĕнче уçлăхне вĕçнĕ А. Г. Николаев космонавтпа çыхăннă материалсем те пур. Туçара вăл 1963 çулта пулса курнă.

Пĕр экспонатран тепри ытармалла мар. Районти, республикăри конкурссене хутшăнакан, вĕсенче малти вырăнсене йышăнакан 9 класри Н. Сугутская, улттăмĕшĕнчи Валерияпа Вика Шашкинасен тата ыттисен алли çыпăçуллах. Вĕренекенсене кружока явăçтараканĕ вара - В. Свинцов. Вячеслав Германович мал ĕмĕтлĕ те. Вăл вĕренекенсемпе видеопа фильмсем ỹкерекен ăстасене хатĕрлекен элективлă курс та йĕркелесшĕн. Паянхи пурнăç уттипе пырас тесен çакă кирлех.

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика