06 апреля 2018 г.
Çуркунне çитнĕ пулин те юр куçран çухалмасть-ха. Метеорологсем çирĕплетнĕ тăрăх март уйăхне те хĕлленех кĕртме пулать-мĕн. Иртнĕ çулсенче шыв-шур ир тапраннă. Кăçал ака уйăхĕнче çеç таврана çурхи сăн çапрĕ. Çакна туйса "Присурский" заповедникри сăвăрсем хĕл ыйхинчен вăранчĕç. Пуçласа вĕсем хăйсен шăтăкĕсенчен мартăн 30-мĕшĕнче тухни паллă. Малтанласа чĕр чунсем çутăра нумай тытăнса тăмаççĕ. Кĕркуннерен юлнă курăка çиеççĕ, тымарĕсене юр айĕнчен чавса кăлараççĕ. Каярахпа, хĕвел çинче кушăхнисене шăтăка илсе кĕреççĕ. Хĕл каçнă айсарăмне улăштараççĕ, хăйсен йăвине йĕркене кĕртеççĕ. Юрăхлă пек туйăнмасан çĕннине те тăвĕç. Хальлĕхе чылай çемьен "алăкĕ" юрпа тата пăрпах витĕннĕ-ха. Паянхи куна сăвăр шăтăкĕсем 20 процент çеç уçăлса ĕлкĕрейнĕ.
Сăвăрсем пирĕн тăрăхра хĕл ыйхинчен нарăс уйăхĕн 27 _ акан 2-мĕшĕсенче вăранаççĕ-мĕн. Пĕлтĕрпе виçĕм çулсенче вĕсем шăтăкран мартăн 4-7-мĕшĕсенчех тухнă.
Пуш-ака уйăхĕсенче амасем пĕтĕленме тытăнаççĕ. 30-35 кунран çăмăлланаççĕ. Чăваш Енри Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин пресс-службинчен пĕлтернĕ тăрăх, çурасем 9-11 сантиметр тăршшĕ пулаççĕ, йывăрăшĕ - 30-40 грамм.
(Хамăр корр.).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)