06 апреля 2018 г.
Талантлă, юрра-ташша ăста, ĕçчен, спортпа туслă çынсемпе пуян Козловка ялĕ. Кунтан паллă юрăçсем, сăвăçсем, поэт-писательсем, спортсменсем чылай тухнă. Çакнашкал харсăрсемпе тĕрлĕ мероприяти ирттерме пулатех. А. Урукова клуб заведующийĕнче ĕçленĕ вăхăтра Ял уявĕ, Çăварни, Раштав, Питрав, аслăрах çулхисем валли Бал-маскарад, кану каçĕсем йĕркелени халĕ те асрах-ха. Ял-йыш çак йăласене паян та тытса пырать. Анфиса Алексеевна тивĕçлĕ канура пулсан та клуб ертỹçине М. Михайловăна мероприятисем ирттерме пулăшать. Вăл пуçарнипех çак ялта çуралса ỹснĕ, ачаранах спортпа, музыкăпа туслă, халĕ Патăрьелĕнче пурăнакан Анатолий Николаевич Долгова 70 çулхи юбилейпе чысларĕç.
Палăртнă вăхăт тĕлне халăх клуба йышлăн пуçтарăнчĕ. Малтанах 23 çул каялла ял уявĕн-че ỹкернĕ видеофильма пăхса киленчĕç.
Ун хыççăн чыслав пуçланчĕ. А. Долговăн çывăх юлташĕ И. Хитров унăн кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ.
Анатолий Николаевич ача чухнех спортпа туслашнă, купăс калама пĕлнĕ. Çĕнĕ Ахпỹртри вăтам шкулăн саккăрмĕш класĕнчен вĕренсе тухсан хăйĕн ăсталăхне баянистсем хатĕрлекен 5 уйăхлăх курсра туптанă. Кун хыççăн çамрăк каччăна ялти клуб заведующине лартнă. Хĕсмете кайма çулĕ çитсен çар тивĕçне В. И. Чапаев ячĕллĕ дивизинче пурнăçланă. Салтакран таврăнсан пĕр вăхăт Çĕнĕ Ахпỹрт шкулĕнче музыка урокĕсене ирттернĕ. Аслă пĕлỹ илес тĕллевпе И.Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика институтне вĕренме кĕнĕ. Дипломлă специалист тăван шкулах таврăннă. Спортран та писмен. Вăл вылякан волейболистсен команди районта çеç мар, республикăра та малти вырăнсене йышăннă.
Пултаруллă çамрăка "Гвардеец" колхоз ертỹçисем те куç хывнă. Комсомол секретарĕн "лавне" кỹлнĕ. Çав хушăрах Туçари вăтам шкулта музыка учителĕнче те ĕçленĕ.
Каярахпа А. Долгова районти шалти ĕçсен пайне чĕнсе илнĕ. Кунта вăл политпайра, кадрсем хатĕрлес енĕпе вăй хунă, тивĕçлĕ канăва тухичченех ĕçленĕ. Кирек ăçта пулсан та ĕçе тĕплĕ, тỹрĕ кăмăлпа туса пынипе палăрнă, нумай наградăна тивĕçнĕ.
Çав хушăрах тăван ялпа та çыхăнăва татман.
Уявсем ирттерме, концертсем хатĕрлеме пулăшнă. Анатолий Николаевич мăшăрĕпе, Мария Николаевнăпа, ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ. Иккĕшне те аслă пĕлỹ илме пулăшнă. Вĕсем тăван килтен вĕçсе кайнă ĕнтĕ, çемьеллĕ, ача-пăчаллă.
Юбиляра чыслама тус-юлташĕ йышлăн килнĕ. Туçа ял тăрăх пуçлăхĕн çумĕ А. Мальцева, вăтам шкул директорĕ П. Шашкин Хисеп грамотисемпе наградăларĕç. Мероприяти пуçаруçи А. Урукова художествăлла пултарулăх коллективĕ ячĕпе салам сăмахĕ каласа парне пачĕ. Çавăн пекех учительсем, Г. Мулюкова сăвăç, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти музыка учителĕ П. Никитин, В. Ширтанов юрăç тата ыттисем те юбиляр ячĕпе чылай ăшă сăмахсем каларĕç.
В. МАЛЬЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)