03 апреля 2018 г.
Çак сăмахсене хăпартланса та мăнаçланса калать Туçара пурăнакан чăваш халăх академикĕ, таврапĕлỹçĕ, Чăваш Республикин хисеплĕ экономисчĕ, Раççейри ветерансен пĕрлĕхĕн обществăлла организацийĕн хастар членĕ, вуншар çул сывă пурнăç йĕркине пропагандăлакан Валерий Иванович Салмин. Çулĕсем шултăраланса пынине пăхмасăр ĕç ветеранĕ район, республика шайĕнчи, вĕсен тулашĕнчи общество пурнăçне те хастар хутшăнать-ха. Нумаях пулмасть вăл республикăри сумлă делегаци йышĕнче Ульяновскри Наци ялĕнчи "Чăваш кил-çурчĕ" комплексра иртнĕ Чăваш таврапĕлỹçисен пĕрлĕхĕн тата Чăваш халăх академийĕн съездне хутшăннă. Халăх академийĕн президенчĕ, хисеплĕ таврапĕлỹçĕ Е. Ерагин хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, съезд çỹллĕ шайра иртнĕ. Чĕмпĕр енчи чăваш халăхне чăмăртанма пулăшас, чăваш наци имиджне ỹстерес тĕллевпе ăсчахсемпе таврапĕлỹçĕсем тухса калаçнă, ырă сĕнỹсем панă. Чĕмпĕрти наци культурипе автономийĕн председателĕ О. Мустаев тунă тĕп доклад хыççăн чăвашлăха сыхласа хăварас ыйтăва кашни сăмах илекенех çивĕчлетнĕ.
Съезд делегачĕсем çавăн пекех чăвашсене çутта кăларнă Иван Яковлев шкулĕнче, Анат Тимĕрçен ялĕнчи музейра, чиркỹре, çак тăрăхри ытти паллă вырăнсенче пулса та çул çỹрев маршрутне пуянлатнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)