Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕрпе ĕçлекен хур курман

30 марта 2018 г.

Анат Туçари В. Кузнецов фермерăн управĕнче январьтенпех ĕç шавĕ тăрать: вăрлăх сухана сутлăха хатĕрлеççĕ. Продукцие пĕчĕкки, вăтамми тата шултăри çине уйăракан ятарлă транспортер пĕр тикĕссĕн ĕçлет. Сăмах май, районта кун пек хатĕр урăх çук. Линипе шуса килекен сап-сарă çевока вăй хуракансем тỹрех тăпраран тасатаççĕ. Инçех мар ретĕн-ретĕн купаланă тулли сеткăсем туянакансене кĕтеççĕ.

- Пĕлтĕр сухан вăрлăхне 20 гектар акнăччĕ, тухăçĕ аван пулчĕ. Хĕл каçарма 400 тонна яхăн хутăмăр. Маларахри çулсенче кĕркуннех ушкăнласа хураканччĕ, халь ун пек тума пăрахрăмăр. Голланди çĕршывĕн тĕслĕхпе усă курса çуркунне çеç, сутас умĕн, вĕтти-шултăри çине уйăратпăр, - терĕ управпа паллаштарнă май Валерий Леонидович. Кузнецовсем 2016 çулта хута янă хранилищĕри ĕçе йăлтах механизацилеме тăрăшнă. Хĕрелнĕ е шăтса кайнă продукцие туянакан çук, çавăнпа та сывлăш температурине, çевок нỹрĕлĕхне тĕрĕслесе тăма ятарлă хатĕр (климат-контроль) вырнаçтарнă. Пĕр е ик михĕ çеç пулсан хăрамалли çук, анчах тоннăпа чухне пурне те шута илмелле. Новосибирскинчи пĕр фермертан вăрлăх сухана ушкăнлакан линине туяннă. Çакă та ĕçе чылай çăмăллатнă. Техникăна малтанхи хуçи хута ярайманран сутнă, Анаттуçасем вара ăна пĕр уйăхра пуçтарса усă курма тытăннă.

Хатĕр продукцие вырнаçтарассипе те фермерăн йывăрлăхсем çук. Пĕрремĕш ушкăнри çевока Ростовран, Краснодартан, Ингушетинчен, Кабардино-Балкаринчен, иккĕмĕшне Новосибирскинчен, Хабаровскран, Благовещенскран, Екатеринбургран, Челябинскран килсе илеççĕ. Патăрьел çĕрĕ çинче çитĕннĕ культурăна ют тăрăхсенче хапăлласах туянаççĕ.

Кашни акана пĕрремĕш хут пек йĕркелесе ирттерме хăнăхнă В. Кузнецов. Кăçал та ăна тĕплĕн хатĕрленнĕ. Тăпра пулăхлăхне пуянлатма 10 тонна удобрени, çунтармалли-сĕрмелли материал, сухан вăрлăхне (ют çĕршывра туса илнипе анчах усă кураççĕ) илсе килнĕ. Тракторсене, кăкарса çỹремелли агрегатсене юсанă. Техника тенĕрен, фермерăн анасене сухалама, хиртен тухăçа турттарма тата ытти ĕçсене пурнăçлама МТЗ-82, Т-25, МТЗ-320, Т-150 маркăллă "хурçă утсем", ГАЗ-53 автомашина иккĕ пур. Хăшне-пĕрне 2015 çулта фермер ĕçне пуçăнакансене паракан грантпа туяннă.

Çын ялан тĕллевпе, малашлăхпа, ĕмĕтпе пурăнать. Валерий Леонидович та çаплах. Опытлă çĕр хуçи кăçал мĕн акса-лартмалли пирки планласа хунă. Сухан вăрлăхне 20 гектар, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр вăррине 10 гектар никĕсе хывма палăртнă. Çавăн пекех чылай чухне çулла типĕ те шăрăх килнине шута илсе тумламлă шăварупа усă курма пикенесшĕн, ăна валли укçа куçарнă.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика