02 марта 2018 г.
Ял старостисем яланах влаçăн пуçламăш сыпăкĕ пулнă. Должноçри çак çыннăн тивĕçĕсемпе прависене 1861 çулта хресченсем пирки калакан пĕтĕмĕшле положенипе саккунлăн çирĕплетнĕ. Хальхи вăхăтра ял старостисем çĕнĕрен тăрăшса ĕçлеме тытăнни сисĕнет. Вĕсем вырăнти ыйтусене татса панă çĕрте пуçарулăх кăтартаççĕ. Ял старостисене те ырă тăвакансен шутне кĕртес килет: халăх суйланăскерсем укçашăн тата наградăшăн ĕçлемеççĕ, тивĕçĕсене чун-чĕри ыйтнипе тÿлевсĕр пурнăçлаççĕ. Кăçал, Ырă тăвакансен çулталăкĕнче, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе вулакансене ытларах паллаштарас тесе «Ял старости» ярăм пуçлатпăр.
Килне пырсах канашлаççĕ
«Халăх хушшинче эпĕ хама питĕ лайăх туятăп. Килте ларнă тăк пачах урăх çын пулаттăм ахăртнех», — тет Патăрьел районĕнчи Тури Туçа ялĕн старости Антонина Салмина. Çак должноçа ăна халăх 5 çул каялла суйланă. Тÿрех ĕçе пуçăннă вăл. Староста çине тăнипе масара тирпейлес енĕпе субботниксем ирттерме тытăннă. Çулсеренех Çимĕкре ял уявне паллă тăвасси йăлана кĕнĕ. Вырăнти колхозра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисене чыслассине тепĕр хут чĕртсе тăратнă. Ял тирпейлĕхĕпе хăтлăхĕшĕн те нумай тăрăшать вăл. «Вырăнти влаç улшăннăранпа, 3-мĕш çул ĕнтĕ, эпир пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлетпĕр. Халăха хумхантаракан ыйтусене татса пама тăрăшатпăр. Ăçта пĕрлĕх — çавăнта вăй», — чунне уçрĕ Антонина Васильевна.
Пĕлтĕр Антонина Салмина тата ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Константин Углев тăрăшнипе халăх ял масарĕнче пысăк ĕç пурнăçланă: унти çурт кивелнĕрен çĕннине тума йышăннă, кĕркунне никĕсне ярса хăварнă. «Пурине хăпартса лартрăмăр. 6х6 лаптăклă çурт пулать вăл. Унта умывальник та лартасшăн, çынсем кĕрсе ăшăнма тата вилнисене асăнса апат çиме пултарччăр тесе кăмака та тăвасшăн-ха», — лару-тăрупа паллаштарчĕ хĕрарăм. Çынсем çавăн пекех кивĕ тата çĕнĕ масарсен хушшинчи ÿссе кайнă йывăçсене касса тирпейленĕ.
Анат Туçа ял тăрăхĕ 2017 çулта общество инфратытăмне вырăнти пуçарусене тĕпе хурса аталантарассипе çыхăннă программăна хутшăннă, нумай функциллĕ спорткультура центрне тĕпрен юсаса çĕнетнĕ.«Ку çурта клуб пултăр тесе «Гвардеец» колхоз тунăччĕ. Анчах хуçалăх саланнăран клуба хутман, 20 çул пачах усă курманран вăл йăлт юхăнса кайрĕ. Ялта спорт залĕ те, клуб та çук тăк çамрăксен ăçта канмалла? Урамра сулланса çÿремелле-и? Нумайăшĕ канма условисем çук тесе яла юласшăн мар, хулана тухса каяççĕ. Сăмах май, мăшăрпа 3 ача пăхса ÿстертĕмĕр, вĕсем клуб мĕн иккенне пĕлмесĕрех çитĕнчĕç. Çапах вĕсем виççĕшĕ те çемйисемпе хамăр ялтах тĕпленчĕç. Мĕнле те пулсан клуб уçасчĕ тесе ăçта кăна çитмерĕм пулĕ. Шел, лару-тăру улшăнмарĕ. Патăрьел районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов патне кайрăм. Лару-тăру пирки ăнлантарса патăм. Пулăшма шантарчĕ те — сăмахне тытрĕ. Республика та, район та, ял тăрăхĕ те укçа уйăрчĕç. Çапла вара паянхи центрăн çуртне шалтан та, тултан та хăтлăх кĕртрĕмĕр», — каласа кăтартрĕ Антонина Салмина.
Нумай функциллĕ спорт-культура центрне тĕпрен юсамашкăн халăхран та укçа пухнă. Старостăн килĕрен çÿреме, ку ĕç хăйсем валлиех кирлине ăнлантарма тивнĕ. «Паллах, старостăн ĕçĕ çăмăл мар — унăн халăхпа пĕр чĕлхе тупма пултармалла-çке. Кашнинех хамăр майлă çавăрма тăрăшмалла. Ялта кам мĕнле пурăнни йăлтах курăнать. Эпир ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе, ытти хастарпа килĕштерсе ĕçлетпĕр. Константин Углев пире «Айтăр çав ĕçе тăватпăр, айтăр çав шухăша чăна çавăратпăр» тесе хавхалантарсах тăрать. Райадминистраци пуçлăхĕ те районти старостăсене тĕрлĕ канашлăва, ларăва хутшăнтарать. Çулталăкне темиçе хутчен те пĕрле тĕл пулса калаçатпăр, ыйтусене сÿтсе яватпăр. Старостăн ят-сумĕ влаç ăна хăйĕн ĕçне явăçтарма пуçласан ÿсет. Халăх веçех ăнланать. Манпа киле пырсах канашлакансем те пур», — ăнлантарчĕ ларма-пĕлмен староста.
Антонина Васильевнăн пысăк тепĕр ĕмĕт те пур: ялта клуб та пултăр тесе ăшталанать вăл. «Кăçал мар тăк, эпир ăна тепĕр çул хута яратпăрах. Туçасем çав тери тăрăшуллă халăх — вĕсемпе ĕçлеме пулать», — тет ÿркенменскер.
Хăйне 18-ти пек туять
Антонина Салмина яланах хальхи пекех хастар пулнă, общество ĕçĕнчен нихăçан та пăрăнман. «Гвардеец» колхозра ĕне фермин заведующийĕнче 27 çул вăй хунă, çак хушăра сĕт суса илессине палăрмаллах ÿстерме май килнĕ. Хăй каланă тăрăх — вăл «районти ĕне сăвакансен 3, 4, 5 пинлисен клубĕн председателĕ пулнă. Çавăнпа семинарсенчен нумайăшĕ Туçа ферминче иртетчĕ». Пур çĕре те ĕлкĕрекенскере, пĕтĕм ĕçе тĕплĕн тăваканскере «Хисеп Палли» орден, ытти награда парса чысланă. Ăна темиçе хутчен те ял канашĕн депутатне, колхозри тата районти хĕрарăмсен канашĕн членне суйланă.
Вăл пултарнине ăнлансах ĕнтĕ Антонина Васильевнăна халăх староста пулма шаннă. «Шел, мăшăрăм 3 çул каялла çĕре кĕчĕ. Кулянăва пусарас тесе пуçĕпех çак ĕçе кÿлĕнтĕм. Староста пулни вăй-хал хушать. Манăн яланах çын хушшинче пулас килет. Ял çыннисен пурнăçĕ — манăн пурнăç», — калаçăва тăсрĕ хĕрарăм. Хальхи вăхăтра вăл ывăлĕн çемйипе пурăнать. Мăнукĕсемпе савăнать. Сăмах май, кĕçĕн хĕрĕн 5 ача. Староста юсаса çĕнетнĕ спорт-культура центрне ытти çамрăкпа пĕрле хăйĕн мăнукĕсем те çÿрессе шанать. Унта ялти ватăсем те вăхăтне усăллă ирттерессе, спортпа туслашасса ĕненет.
Спорт тенĕрен — Антонина Салмина Тури Туçара пурăнакансене скандинавсен уттин вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарать, ку енĕпе пурне те ырă тĕслĕх кăтартать. Асăннă тĕспе 5 çул каялла туслашнă вăл. Халĕ кашни кунах 2-3 километр ытла утать. «Скандинавсен утти пирки пĕр журналта вуласа пĕлтĕм те йĕлтĕр патакне тытса утма пуçларăм. Санаторире каннă чухне тренер пире эрнере виçĕ хутчен илсе тухатчĕ. Çав специалист йĕлтĕр патакне тĕрĕс суйлама вĕрентрĕ: çыннăн хăйĕн кĕлетке çÿллĕшне 0,65 çине хутламалла. Халĕ çакна ялти çынсене те ăнлантаратăп. Паллах, 5 çул каялла эпĕ утнине курсан нумайăшĕ тĕлĕнетчĕ. Куç хыçĕнче «ĕçсĕр аптăранă пенсионер утать ĕнтĕ» тени те пулнă-тăр. Халĕ вара ялта скандинавсен мелĕпе 20 ытла çын утать. Эпĕ хам каçхи 5 сехет çитессе чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Усси пур. Тахçан юн пусăмĕпе аптăрани те пулкаланă. Утма пуçларăм та — вăл та, ура шăмми ыратни те иртрĕç. Тĕрĕссипе, халĕ чир мĕн иккенне те пĕлместĕп. Хама 18 çулти пекех туятăп», — йăл кулчĕ Антонина Васильевна. Чăн та, вăл 76 çулта тесе никам та калаймĕ, утса мар, чупса-вĕçсе тенĕ пек çÿрекенскер тепĕр çамрăкран та ирттерет.
«Эпĕ скандинавсен мелĕпе 2016 çулта утма пуçларăм. Чăн та, малтан шăм-шак ыраткаларĕ. Тĕрĕс мĕнле утмаллине староста ăнлантарчĕ те — халĕ хама питĕ лайăх туятăп. Антонина Васильевнăна кура паянхи кун 30-40 çултисем те, 70 урлă каçнисем те аллине йĕлтĕр патакне тытаççĕ», — пĕлтерчĕ çав ялти Лариса Чумерина.
Çапла, староста сывă пурнăç йĕркине тытса пырать, ыттисене те ăна пăхăнма сĕнет. Сывлăхлă çын çеç тăван ял аталанăвĕшĕн усăллă ĕç нумай тума пултарнине лайăх пĕлет вăл, çакна çынсене те ăнлантарать.
Константин УГЛЕВ, Тури Туçа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:
— Пирĕн ял тăрăхĕнче 6 ял старости, çав шутран иккĕшĕ — хĕрарăм. Эпир вĕсемпе тата вырăнти депутатсемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Уяв ирттермелле-и, çÿп-çап пуçтармалла-и, масара тасатмалла-и, вырăнти пуçарусемпе çыхăннă проекта пурнăçа кĕртмелле-и — яланах вĕсемпе канашлатпăр. Ял тăрăхĕнче вăй хуракансем хăйсем çеç нимĕн те тăваймаççĕ, ушкăнпа ĕçлесен вара ăнăçу пулатех. Старостăсем вырăнти влаçа ялти халăхпа çыхăнтараççĕ. Тури Туçа ял старости питĕ хастар пулнине палăртас килет.
Источник: "Хыпар"