Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иван Яковлев çулталăкне кăмăлтан пуçларĕç

27 февраля 2018 г.

Туçари вăтам шкулта вĕренекен ачасем çулсеренех республика шайĕнчи олимпиадăсемпе конкурссене хутшăнса призлă вырăнсене çĕнсе илеççĕ. Çак кунсенче коллектив тепĕр савăнăçа пĕрле пайланă. Тĕп хуламăрта И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче иртнĕ регионсем хушшинчи чăваш чĕлхипе литература олимпиадинче 10 класра вĕренекен Валерия Николаева пуринчен те ытларах балл пухса пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Сăмах май каласан, çак çитĕнỹре унăн ертỹçин, нумай çул ачасене тăван чĕлхе пуянлăхĕпе вăрттăнлăхне вĕрентекен Валентина Яковлевăн тỹпи калама çук пысăк. Пĕлỹпе тавракурăма унсăрăн аталантараймăн. Тăрăшни вара харама кайман. Чăвашсене çутта кăларакан Иван Яковлев çулталăкĕнче тунă пысăк çĕнтерỹ паян коллектившăн чыс та, сум та.

Çав вăхăтрах пирĕн районти Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 9 класра вĕренекен А. Ивановăпа (вĕрентекенĕсем Н. Путяковăпа С. Солдатова) Ыхра Çырминчи 9 класра вĕренекен Д. Степанова (вĕрентекенĕ С. Кулакова) призерсем пулни те кăмăллă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика