22 февраля 2018 г.
- Хама телейлĕ тесе шутлатăп эпĕ,- тет 90 çул тултарнине палăртнă май Вăтаелĕнчи Е. Клементьева. Унăн ытамĕнче паян 9 мăнук, 14 кĕçĕн мăнук. Çурчĕ-йĕрĕ хăтлă. Ывăлĕн хỹттинче пурăнать Евгения Васильевна.
Кашни çыннăн кун-çулĕпе кĕнеке çырма пулать. Е. Клементьевăн та çавах. Ачалăхĕ пĕртте çăмăлпа иртмен унăн. Йышлă хресчен çемйинче çуралнăскер, 13 çулта чухнех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин нушине ас тивнĕ. Аслисемпе юнашар тăрса колхоз ĕçне кỹлĕннĕ. Окоп чавнисем те асрах-ха. Хĕллехи вăхăтра Улатăр тăрăхĕнче пурнăçланă ĕçсем те чĕре варнех кĕрсе ларнă. Пăрланса ларнă çăпатасене шакканă, сăхман аркисене кăмака çумне çакса типĕтнĕ. Фронта ăсатма мĕн чухлĕ алса-нуски çыхнă тата.
"Чун усрамалăх тыррине панă. Çĕрулми лайăх çитĕнетчĕ колхозра. Кăвайт çине хурса пĕçерни мĕнле тутлăччĕ..."- аса илет тыл ĕçченĕ.
1943 çулта Патăрьелĕнче медицина сестрисене хатĕрлекен курс уçăлнă. Çавăнта çырăннă Евгения Васильевна. Вăтаелĕнчен çуран çỹреме каллех çăмăл пулман. Çавах алла документ илнĕ. Тăван ялта хăйĕн специальноçĕпе ĕçе пуçăннă.
36 çул медицина сестринче вăй хунă Е. Клементьева. Çак хушăра çитмен кил юлман унăн. Ачасене те, çитĕннисене те, аслисене те вырăнтах сахал мар пĕрремĕш пулăшу панă вăл.
Качча тухса çемьеллĕ пулнă. Мăшăрĕпе Владимир Романовичпа 30 çул ытла килĕшỹре пурăнса 4 ывăлпа пĕр хĕр çуратса ỹстернĕ. Халĕ вĕсен хỹтлĕхне туять. Мăнукĕсене ỹстерме пулăшать. Вăр-варлăхĕ, ăс-тăнĕ пур. Çемье интересне мала хурать. Сывлăх сыхлавçи паян та хăйне упрать. Ирсерен килте усракан вĕлле хурчĕсен пылне пĕрер кашăк тутанать.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)