22 февраля 2018 г.
"Афганистанра çуркунне питĕ хитре: йĕри-тавра хĕп-хĕрлĕ тюльпансем..." Инçетре службăра тăнисемпе тĕл пулса калаçнă май кашнийĕ çакăн пирки калать. Çак чечексемех ĕнерхи афганецсене пĕр чашăкран апат çинĕ, пĕрле вилĕм витĕр тухнă юлташĕсене, ютра ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă тусĕсене те аса илтереççĕ. Çулсем чылай иртнĕ пулсан та салтакри вăхăтсене тусан хуплаймасть. Çакă Пăлакассинчи А. Сурковпа калаçса ларнă чухне те питĕ лайăх сисĕнчĕ. Сăмах май, вăл çарта танкист пулнă.
- Экипажри ачасем питĕ лайăхчĕ, эпир пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланнă. Виталий Иванов механик-водитель Канаш районĕнчи Шаккăлтанччĕ. Тупă наводчикĕ Юрий Сорокин Мускавранччĕ. Çулталăк çурă пурри-çуккине пĕрле пайланă, туслă пурăннă,- тет Александр Иванович çамрăклăхне тепĕр хут аса илнĕ май.
А. Сурков Çĕнĕ Ахпỹртри вăтам шкулта пĕлỹ илнĕ хыççăн шофера вĕреннĕ. Пĕр вăхăт автослесарьте ĕçленĕ. Салтака кайма ят тухсан ашшĕ-амăшĕпе тăванĕсем ăна сĕт çулĕпе кайса пыл çулĕпе килме пиллесе янă. Ун чухне пĕри те Саша Афганистана лекме пултарасси пирки шухăшлама та пултарайман. Ара, камăн хăйĕн ачине вăрçа ярасси килтĕр? Кашни çын пепкине çут тĕнчене килсен вăрăм кун-çулпа телей пиллет. Çитменнине ку килте Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин хаярлăхĕ пĕр йĕрсĕр иртмен. А. Сурковăн аслашшĕ шăпах унта пуçне хунă. 102 çулта пыракан асламăшĕ паян та мăшăрне аса илет.
Сашăн салтак пурнăçне хăнăхасси Туркменинчен пуçланнă. Танк полкне лекнĕрен хăватлă техникăпа çỹреме вĕреннĕ. Малтан наводчик пулнă, çур çултан, Афганистана илсе кайнă хыççăн, взвод командирĕн танкĕ çинчи заряжающи. Кăшт вăхăт иртсенех ăна танк командирĕ пулма уйăрса лартнă.
- Эпир Кундуз çулĕ çинче тăнă. Апат-çимĕç, ял хуçалăх техники тиенĕ грузовиксен колоннисене кĕтсе илнĕ, ăсатнă. Çапăçусене те хутшăнма тивнĕ, - йывăрпа аса илет салтак пурнăçне Александр Иванович. Çухатусем те тỹсме тивнĕрен чунра тарăн йĕр хăварнă самантсене каялла куç умне кăларма та çăмăлах мар пуль çав... 16 çынран, тăватă танк экипажĕ шăпах, тăракан взводри икĕ Мускав каччин пурнăçне душман пульлисем вăхăтсăр татнă. Вĕсен куллисем, малашлăх пирки ĕмĕтленнисем тата юлашки сыв пуллашу нихăçан та асран тухмасси каламасăрах паллă.
Афганистанра А. Сурков пурнăçа тата ытларах хакламаллине, юлташлăха упрамаллине, çынсене яланах пулăшмаллине, йывăрлăхра тăратса хăвармалла маррине ăнланнă. Сашăран хăйне Хĕрлĕ çăлтăр орденне мĕншĕн панине ыйтсан пĕр вăхăт шăпăрт тăчĕ. Паттăрлăх çинчен калаçма хăнăхман çав. Шăплăх хыççăн тин калаçма пуçларĕ:
- Пирĕн экипажа йывăрлăха лекнĕ Игорь Трибунцов патне кайма Воронин аслă лейтенат хушрĕ. Пĕр тăхтамасăр ун патне вĕçтертĕмĕр. Унта çитме кишлак витĕр тухмаллаччĕ. Пырса кĕтĕмĕр çеç -душмансен пульлисем çумăр çунă пек çума пуçларĕç. Воронинпа çыхăнтăм, хамăр малалла кайма пултараймассине пĕлтертĕм. "Саша, тăрăш. Çынсем инкекре. Вĕсен халь боеприпассем те пĕтсе пыраççĕ. Пĕтĕм шанчăк сирĕнте",- терĕ. Çак сăмахсене илтнĕ хыççăн кишлака кĕмесĕрех çулсăр-мĕнсĕр вĕçтертĕмĕр. Эпир ун чухне вĕсене çăлас шанчăк питĕ сахаллине те ăнланман...
Çăмăлах килмен танкистсене Трибунцовăн техники патне çитме. БМП патĕнчи совет салтакĕсене пĕр шелсĕр пенĕ душмансене вут-çулăмпа ăшаласа илме те тивнĕ. Çакăн хыççăн тин вĕсем лăпланса хура пĕлĕтсем пек айккинелле сирĕлнĕ. Çĕмĕрĕлнĕ техника тавра çиччĕн пулнă, вĕсенчен виççĕшĕ йывăр аманнă. Сыввисем танк хỹтлĕхĕнче салтăннă гусеницăна хăвăрт çеç сыраççĕ. Суранланнисене илсе кайма вертолет чĕнеççĕ, анчах йĕри-тавра тĕтре хупланăран вăл килеймест. Аманнисене госпитале çитермеллех! Кашни минут шутра тăнă. А. Сурковăн экипажĕ татах çула тухать.
Александр Сурков 1982-1984 çулсенче Афганистанра службăра тăнă. Эльвира мăшăрĕпе виçĕ ывăл пăхса ỹстерсе пурнăç çулне кăларнă.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)