22 февраля 2018 г.
Черетлĕ Информаци кунĕ районта йĕркелекен ялсенчи граждансен пухăвĕпе тỹр килнĕрен, информкуна хутшăннисем - ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн пĕрремĕш çумĕ М. Иванов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен хăш-пĕр ертỹçисем Туçа ял пухăвĕнче пулнă. Тĕл пулура РФ Президенчĕн суйлав кампанийĕ мĕнлерех пыни, социаллă ыйтусемпе çыхăннă саккунсенчи çĕнĕлĕхсем пирки калаçнипе пĕрлех Туçа ял тăрăх пуçлăхĕ К. Углев поселенин 2017 çулхи ĕçĕ-хĕлĕ, аталанăвĕ, халăх пурнăçне лайăхлатассишĕн туса ирттернĕ ĕçсем, çитменлĕхсем, малашлăх плансем пирки отчет, ял тăрăх депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ, Туçари вăтам шкул директорĕ П. Шашкин çумотчет туса панă.
Туçа ял тăрăхĕ районта пысăккисенчен пĕри. Пухурах Кивĕ Ахпỹртри культура çурчĕн заведующийĕ Л. Сеприханова, Туçари врач амбулаторийĕн тухтăрĕ А. Баранова, Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул директорĕ А. Логунов хăйсен отраслĕсенчи ĕçсем пирки тухса калаçнă.
Информаци кунĕнчи тĕл пулурах халăха кăсăклантаракан ыйтусене те хускатнă, вĕсене тулли хуравсем панă.
А. НИКОЛАЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)