Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çиччĕ виçрĕмĕр, тĕллевсене палăртрăмăр

20 февраля 2018 г.

Февралĕн 16-мĕшĕнче Кивĕ Ахпỹртри культура çуртĕнче районти культура ĕçченĕсем 2017 çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç. Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ЧР культура, наци тата архив ĕçĕсен министрĕ Константин Яковлев, ял тăрăх пуçлăхĕсем, культура учрежденийĕсен ĕçченĕсем хутшăнчĕç.

Район администрацийĕн социаллă аталану пай ертỹçи Алевтина Куданова иртнĕ çулхи çитĕнỹсемпе çитменлĕхсем çинчен каласа пачĕ. Пĕтĕмĕшле илсен пĕлтĕр культура пурнăçĕнче сахал мар ырă ĕç пулса иртнĕ. Уйрăмах пĕлтерĕшли - Чăваш Республикинчи чи лайăх культура учрежденийĕсене суйласа илмелли конкурса хутшăнса Çĕньялти культура çурчĕ "Муниципаллă чи лайăх культурăпа кану учрежденийĕ" номинацире мала тухса 150 пин тенкĕ укçана тивĕçни, Ыхра Çырминче çĕнĕ клуб хута кайни, Патăрьелĕнче "Батыр" кинозалпа кану паркĕ уçăлни, Кзыл Чишмари тата Турханти культура çурчĕсене юсани. Кăçал вара Ишлĕре 100 вырăнлă çĕнĕ клуб тума палăртнă. Унсăр пуçне Красномайскинчи, Анат Туçари, Шăхачри, Алманчăри клубсене те модернизацилесшĕн.

Районта хальлĕхе туристсен 10 маршручĕ ĕçлет. Ачасене хушма пĕлỹ паракан искусство шкулĕнче те ырă пулăмсем сахал мар пулнă, вăл тĕрлĕ хаклă йышши инструментсемпе пуянланнă.

"Халиччен тунă çитĕнỹсемпе лăпланса лармалла мар, малашне тата та лайăхрах ĕçлеме тăрăшмалла. Çакăн валли пĕтĕм майсем туса пама тăрăшатпăр та эпир. Пĕр сăмахпа каласан, культура ĕçĕ культурăллă пулмалла, ĕçченĕсен куçĕсенче çăлтăр çиçмелле, чунĕсенче вара хĕвел хĕртмелле", - терĕç Константин Геннадьевичпа Рудольф Васильевич канашлăва пĕтĕмлетсе.

Н. МАЗЯКОВА, районти культура ĕçченĕсен профсоюз председателĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика