16 февраля 2018 г.
Районти кашни ял тăрăхĕ çумĕнчех хăйсен территорийĕнче йывăр шăпаллă, çул çитмен ачасем е аслăраххисем тăвакан преступленисемпе кĕрешес, вĕсене тĕрĕс çул çине кăларас тĕлĕшпе тимлекен профилактика канашĕсем ĕçлеççĕ.
Çак кунсенче Туçа ял тăрăхĕнче профилактика Канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне ял поселенийĕн пуçлăхĕ В. Углев, РФ айăплав службин Чăваш Республикинчи управленийĕн Патăрьел филилĕн начальникĕ В. Акимов, район полицийĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекторĕ А. Каргина, район полицийĕн участокри уполномоченнăйĕ С. Еливанов, Туçа ял тăрăхĕнчи хĕрарăмсен канашĕн председателĕ А. Мальцева хутшăннă.
Ларура ял тăрăхĕн территорийĕнче ăнăçсăр çемьесемпе, право йĕркине пăсакансемпе, поселенинче ирĕкрен хăтармасăр айăплав илнĕ çынсемпе тата преступлени тăвакансемпе профилактика ĕçĕсем ирттерессипе мĕнле ĕçленине пăхса тухнă, кирлĕ сĕнỹсем панă.
(Хамăр корр)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)