09 февраля 2018 г.
Хальхи вăхăтра районта кашни ялта тенĕ пекех старостăсем пур. Пысăк хастарсем паян общество пурнăçĕнче власть органĕпе халăх интересĕсене çыхăнтарса тăракансем. Чылай ăнăçу вĕсен пуçарăвĕпе çирĕп сăмахĕнчен килет. Туçара пурăнакан А. Салмина пирки те çакнах каламалла. Вăхăтĕнче нумай çул ферма заведующийĕнче ĕçлесе ят-сум çĕнсе илнĕ хĕрарăмăн вăй-хăвачĕ паян та иксĕлмест-ха. Ахальтен мар ăна ял халăхĕ староста пулма шаннă. Антонина Васильевна пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ хăйĕн сывлăхне Скандинави уттин вăрттăнлăхĕпе çирĕплетет. Кашни кунах 2-3 е ытларах çухрăма парăнтарать. Унпа юнашар вара ытти хĕрарăмсем те йышлăн: Г.Козлова, П. Салмина, Л. Чумерина тата ытти те. Старостăпа старт илекен асанне-кукамайсем пурте çиччĕмĕш-саккăрмĕш теçеткене ваклакансем. Çак ялта ырă йăла-йĕркене пропагандăлакансен лидерĕ, ĕç тата спорт ветеранĕ Валерий Салмин вара утассипе çеç те мар, чупассипе те çынсене тĕлĕнтерме пăрахмасть-ха. Ăна районта иртекен кашни ăмăртурах курма пулать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)