02 февраля 2018 г.
2018 çулхи апрелĕн 25-мĕшĕнче И. Я. Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитет. Çакă пире Аслă вĕрентекенĕмĕр пурнăçĕпе пултарулăхне туллинрех тишкерме хистет. Эпир, библиотекарьсем, Иван Яковлевич Халалне халăх патне çитерме тĕрлĕ мероприяти йĕркелĕпĕр.
Нумаях пулмасть Анат Туçа ял библиотекинче "И.Я. Яковлев тата унăн пурнăçĕн тупсăмĕ" ятпа кĕнекесен куравĕ уçăлчĕ. Унта чăваш халăхне çутта кăлараканăн пурнăçĕпе, ачалăхĕпе, çем- йипе, ĕç-хĕлĕпе паллаштаракан литературăна вырнаçтарнă. Кирек кам та хăйне кирлĕ информаци тупаять. Кĕçĕн çултисем валли те кăсăкли нумай. Вĕсем Иван Яковлевичăн ача-пăча калавĕсене вулама пултараççĕ. Чăваш халăхне панă Халал та курăмлă çĕрте, ăна тишкерсе тивĕçлĕ пĕтĕмлетỹ-сем тума май пур.
Библиотекăра И. Я. Яковлева халалланă мероприятисем çулталăк тăршшĕпех йĕркелеме палăртнă, вĕсене хисеплĕ вулакансем хастар хутшăнасса шанса тăратпăр.
Л. ПЛАТОНОВА, библиотекарь
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)