Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитсе курăр музея

30 января 2018 г.

Туçа ялĕ ĕлĕкренпех тирпейлĕ урамĕсемпе, ĕçчен те сăпайлă çыннисемпе районта палăрса тăрать. Историе çырăнса юлакан страницисем те аван унăн. Акă В. Салминах илер. Валерий Иванович хăйĕн пỹртĕнче музей уçнă. Ун умĕнче Андриян Григорьевич Николаев космонавт тĕнче уçлăхне вĕçнĕ карап макечĕ тата портречĕ.

Шалалла кĕретпĕр. Музейра экспонатсене, истори пĕлтерĕшлĕ документсене, тава тивĕçлĕ, паллă çынсен сăн ỹкерчĕкĕсене, кĕнекисене ятарласа тунă пỹлĕмсене тирпейлĕн вырнаçтарса хунă. Павел Поповичпа ытти космонавтсен, тĕрлĕ вăхăтри çар çыннисен сăн ỹкерчĕкĕсем вырăн тупнă. В. Салмин ашшĕ-амăшĕн, ачисен, çывăх тăванĕсен те пур çав шутра. Вĕсен çитĕнĕвне, ĕçĕ-хĕлне, пурнăçне çутатнă.

Тепĕр пỹлĕмĕнче - Валерий Ивановичăн мухтав хучĕсем, орден-медалĕ, кĕнекисем.

Пĕлтерĕшлĕ музей уçма чăтăмлăх çитерни тĕлĕнтерет. Икĕ аслă пĕлỹ илнĕ В. Салмин, аспирантурăра ăс пухнă.

Музей шал енчен те, тултан та хăй ăсталанă макетсемпе пуян. Ĕмĕр асăнмалăх йĕр хăварать хăй çинчен Валерий Иванович. Çак ĕçре ăна мăшăрĕ те - Полина Кирилловна - хавхалантарса пырать.

П. МАЛОВ, Н. СЕЛИВАНОВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика