Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республикăра вăл çитмен ял юлман

19 января 2018 г.

«Хыпар» тĕпелĕн паянхи хăни – ĕçтешĕмĕр, Раççей Журналистсен союзĕн членĕ, ЧАССР тата РФ культурăн тава тивĕçлĕ  ĕçченĕ  Сергей Карягин. Сергей Афанасьевич Патăрьел районĕнчи Кивĕ  Ахпỹртре 1932 çулхи чỹк уйăхĕн 20-мĕ шĕнче çуралнă, Канашри учительсем хатĕрлекен институтран 1952,  Чăваш патшалăх педагогика институчĕн чăваш уйрăмĕнчен 1956, вырăс уйрăмĕнчен 1962 вĕренсе тухнă. 1952-1956 çулсенче Анат Туçари çичĕ  çул вĕренмелли шкулта вĕрентнĕ, 1956-1968 çулсенче Туçари вăтам шкулăн директор заместителĕнче ĕçленĕ. Ун хыççăн тăватă çул «Гвардеец» колхозăн партком секретарĕ  пулнă, 1971-1975 çулсенче - КПСС Патăрьел райкомĕн иккĕмĕш секретарĕ, 1976-2000 çулсенче – республикăри «Коммунизм ялавĕ», 1991 çултанпа «Хыпар» хаçатăн ятарлă корреспонденчĕ, пай пуçлăхĕ,  2002-2006 çулсенче редактор пулса республикăн вун пĕр томлă «Астăвăм» кĕнекине кăларма хутшăннă. Награди йышлă унăн. Сергей Афанасьевича «Хисеп Палли» орденпа, медальсемпе, «РСФСР халăха вĕрентес ĕç отличникĕ» паллăпа, ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн, СССР Журналистсен союзĕн, Раççей «Пĕлỹ» обществин, Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе, ытти наградăпа чысланă, Республикăра вăл çитмен ял юлман

Чĕрĕк ĕмĕр – хаçатра

- Сергей Афанасьевич, эсир «Коммунизм ялавне» - паянхи «Хыпара» - 43 çулта чухне килнĕ. Пур енĕпе те пиçсе çитнĕ  çын пулнă. Çапах пичет ĕçĕ  хăйне евĕрлĕ, ун валли опыт пурри çеç çителĕксĕр. Турă пани те кирлĕ. Эсир хаçатпа унччен çыхăну тытнă-и.

- Вулама вĕреннĕренпех «Чăваш коммуни», унтан «Çамрăк коммунист», «Авангард» хаçатсем алăран кайман. Вĕсем манăн чун апачĕ  пулнă. Шкулта ĕçленĕ  тапхăрта литература кружокĕ  ертсе пыраттăм, коридор тăршшĕ  стена хаçачĕ  кăлараттăмăр. Ăна ачасен сăвви-калавĕпе, ỹкерчĕкĕсемпе илемлететтĕмĕр. Хам та çырма пуçларăм, хаçатсенче пичетленме тытăнтăм. Ун чухне асăннă кружока çỹренисенчен Елена Крылова, Валентина Мальцева каярахпа «Авангардра» ĕçлерĕç. Сăмах май, Кивĕ  Ахпỹртрен 17 журналист тухнă.

- Хăвăр редакци алăкне уçса кĕнĕ  самант патне таврăнар-ха. Мĕнпе асра юлчĕ  вăл.

- Ун чухне Пичет çурчĕ  Володарский урамĕнчи /халĕ  Воробьев композиторсен урамĕ / 5-мĕш çуртра вырнаçнăччĕ. «Коммунизм ялавĕ» хаçатăн редколлеги ларăвĕ  пыратчĕ. «Сергей Афанасьевича лайăх пĕлетĕп, - терĕ  Демьян Семенов редакторĕ - Пирĕн хаçатпа чылайранпа çыхăну тытать. Тỹррипе каласан, районсенчи парти райкомĕсенчен вăл çеç хаçата чăвашла çырса тăчĕ. Пурнăç опычĕ  те, ĕç опычĕ  те пысăк унăн.

Ăна хаçатăн республикăн кăнтăр районĕ сенчи вырăнти корреспонденчĕ  пулма сĕнетĕп».«Килĕшмелле, ĕçлесе пăхтăр, курăпăр», - терĕ  редактор заместителĕ  Иван Михайлов. Ыттисем унăн сăмахне хирĕçлемерĕç. Çапла пуçланчĕ  манăн республика хаçатĕнчи пурнăç.

- Эсир ун умĕн те ялта пурăннă. Ку тема сире çывăх пулнă, çапах малтанхи вăхăтра чăрмавсем те сиксе тухнă пулĕ -ха.

- Эпĕ  журналистикăпа ятарлă пĕлỹ илмен. Хаçата çыркаласа тăнă пулсан та хамăн ăсталăх çителĕксĕр пулнине лайăх ăнланаттăм. Çавăнпа ку енĕпе нумай вулама тиврĕ. Малтанхи икĕ -виçĕ  материала çĕрĕ -çĕрĕпе çырса, тỹрлетсе, унтан çĕнĕрен çырса, юлашкинчен редакцие ярса патăм. Ял хуçалăх темипе çырнăскерсем Леонтий Алексеев аллине лекнĕ. Тепĕр темиçе кунран хаçатра хамăн хушамата куртăм, 10-12 страницăран тăракан статьяран 20 йĕрке информаци вырнаçтарнă.

- Кỹреннĕ -и.

- Тен, пулнă та. Анчах пăшăрханса ларман. Кашни тунтикун редакцирен пĕрин хыççăн тепри шăнкăравлатчĕ. Кашнинех материал кирлĕ.

Ял хуçалăх ренессансĕ

- Иртнĕ  ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче республикăри ял хуçалăхĕ  палăрмаллах пысăк çитĕнỹсем тунă. Çак тапхăр шăпах эсир журналистикăна кỹлĕннĕ  вăхăтпа пĕр килнĕ.

- Малта пыракан хуçалăхсем тĕш тырă тухăçне 30-35 центнера, çĕр улминне 250-300 центнера çитерчĕç, ĕне, сысна, кайăк- кĕшĕк фермисенчен продукци илесси самай ỹсрĕ. Мана çирĕплетсе панă районсенче – Елчĕк, Комсомольски,  Шăмăршă, Патăрьел тăрăхĕсенче - çав ỹсĕм уйрăмах пысăкчĕ.

- Унти хăш хуçалăхсене палăртса хăварнă пулăттăр.

- Патăрьел районĕнчи Ленин орденĕллĕ  «Гвардеец» тата «Ленинец» колхозсен председателĕсем Геннадий Мулюков, Анатолий Сироткин, Комсомольски районĕнчи «Красный Октябрь», «Заря» хуçалăхсен ертỹçисем Василий Арсентьев, Геннадий Киргизов, Елчĕк районĕ чи «Победа», «Слава» колхозсен тилхепине тытса пынă Александр Евтихеев, Иван Яковлев республикăра ырă ят çĕнсе илн ччĕ. Аслăрах çулсенчи вулакансем пĕлеççĕ  ĕнтĕ, вĕсем ертсе пыракан нумай отрасльлĕ  хуçалăхсен ĕçĕ -хĕлĕ  çинчен «Коммунизм ялавĕ » тăтăшах пĕлтерсе тăнă. Совхозсемпе колхозсен ертỹçисенчен мĕн пур çитменлĕхпе кăлтăкшăн çирĕп ыйтатчĕç, шкул çуртне тăвас ĕç мĕншĕн чарăнса ларнă, культура çурчĕ  мĕншĕн хупă тăрать, фермăри Хĕрлĕ  кĕтесе хаçатсене мĕншĕн вăхăтра çитерсе памаççĕ…

- Эпĕ  ас тăвасса çав çулсенче хаçатăн вырăнти корреспондент виççĕччĕ. Пĕр-пĕ инпе çыхăну тытнă-и.

- Тĕрĕс. Вениамин Васильев /Канашра пурăнатчĕ / Канаш, Çĕрпỹ, Вăрнар, Тăвай районĕсенче, Юрий Яргутов /Етĕрнере пурăнатчĕ/ Етĕрне, Хĕрлĕ  Чутай, Çĕмĕрле районĕ сенче ĕçлетчĕç. 1984 çулта ун вырăнне Геннадий Архипов килчĕ.

Маншăн ку ĕç çĕнĕ  пулнă та вĕ семпе, опытлă журналистсемпе, çыхăну тытни калама çук пысăк пулăшу пулчĕ. Уйрăмах Вениамин Васильевичпа çывăх пултăмăр. Вăл, Хусан патшалăх университечĕн журналистика факультетне пĕтернĕскер, пирĕн хаçата киличчен Комире ĕçлесе пурăннă. Унтан Чăваш Ен патшалăх радиопа телекуравăн корреспонденчĕ  пулнă. Республикăри колхозсенче унпа иксĕмĕр ирттернĕ  рейдсене мĕнле манăн- ха. Вениамин Васильевич такама та хăй майлă çавăрма пултаратчĕ. Райком секретарĕпе те, механизаторпа та, ферма ĕçченĕпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлетчĕ, каярах хаçатра вулакан кăмăлне каймалла статья çырса кăларатчĕ .

Манăçми самантсем

- Журналист пурнăçĕ нче уйрăмах асра юлнă самантсем пур-и.

- Темĕн чухлех. Пĕррехинче, 1979 çултаччĕ  пулас, редактор ир-ирех шăнкăравларĕ , «Сирĕн района ĕçлĕ  тĕлпулупа РСФСР Министрсен Канашĕн Председателĕ  Михаил Соломенцев пырать, - терĕ  Демьян Филиппович. - Редакцирен никама та яраймастăп. Эсĕ  пысăк хăнана кĕтсе илнĕ  çĕре хутшăн», Патăрьелте вертолет палăртнă вăхăтра анса лараймарĕ. Ун вырăнне парти обкомĕн гаражĕнче ларакан «Чайка» çăмăл автомашина çитсе чарăнчĕ. «Ларăр хăвăртрах, хăнасем «Гвардеецра», унта кайăпăр», - терĕ  водитель. Кĕçех хамăн тăван колхоза çитрĕмĕр. Хăнасем уй-хирпе паллашрĕç, Туçара колхоз вăйĕпе тунă вăтам шкула кĕрсе тухрĕç. Унтан икĕ  вертолетпа Вăрмар районне çул тытрăмăр. Çỹлтен пирĕ  тăван çĕр тĕлĕнмелле илемлĕ  курăнать, вăрмансемпе ращасем, юхан шывсен çыранĕсем хĕррипе ларса тухнă ялсемпе саласем…

Килĕшрĕ  мана çав вĕçев.

- Эсир редакцин ял хуçалăх пайĕн ертỹçинче ĕçлеме пуçланине эпĕ  те ас тăватăп.

- Çапла, 1983 çулта пулчĕ  çакă. Пайра эпир тăваттăн пултăмăр, Сергей Полкачев, Татьяна Ильина тата Алексей Леонтьев. Пурте вĕсем Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренсе аслă пĕлỹ илнĕ. «Хаçатри чи маттур та пултаруллă журналистсем ку пайра», - вĕсене мухтанăччĕ  пĕррехинче Демьян Филиппович. Ку енĕпе Сергей Полкачевăн ĕçĕ  уйрăмах курăмлине ăнлантăм.Ырă кăмăллă, хăйне мăнна хума пĕ лме, пуçаруллă та талантлă журналистчĕ  вăл. Тепĕр паха енĕ  те пурччĕ  Сергейĕн, материалсене тĕлĕнмелле хăвăрт çыратчĕ. Ку енĕпе вăл промышленноç пайĕн пуçлăхĕпе Александр Аслутпа ăмăртмалла тенĕ  пек ĕçлетчĕ. Анчах питĕ  шел, 1988 çулта, 36 çул тултарсанах, унăн пурнăçĕ  татăлчĕ. Александр Николаевич та пирĕн хушăра çук ĕнтĕ , вăл та тăватă çул каялла 83 çула çитсе çут тĕнчерен уйрăлчĕ.

- Ун чухнехи тата паянхи яла танлаштарар-хаĕ

- Колхозсем вăйлăччĕ, пуянччĕ .Хăйсен шучĕ пе шкулсем, клубсем çĕклетчĕç. Сăмахран, «Гвардеец» хуçалăх Анат Туçапа Патăрьел хушшинче асфальт çул хыврĕ. Вак чула Куйбышев /халĕ  Самар/ облаçĕнчи Жигули салинчен турттарнă. Мĕн чухлĕ  çỹремен-ши унта. Халĕ  8 яла пĕрлештернĕ  колхоз арканнă. Вĕсенчен Анат Туçари «Звезда» хуçалăх кăна тĕреклĕ . Чăваш ялĕ  пушанса пыни чуна ыраттарать. Акă ĕçлекенсем те чакса пыраççĕ. Сăмахран, тăван ялти хуçалăх комбайн туяннă, унпа ĕçлеме механизатор çук. Тутар Сăкăтĕнчен илсе килме тивнĕ. Шкулсене, участокри больницăсене хупрĕç. Эпир вăтам шкула Туçана çỹренĕ, унта 12 ялтан пыратчĕç. Автобус пулман. Ачасем çуран çỹренин усси акă мĕнре палăрчĕ, вĕсенчен чылайăшĕ  йĕлтĕрпе чупса, велосипедпа ярăнса пысăк çитĕнỹсем турĕç. Паллах, пурнăç малаллах шăвать, çавăнпа пĕрлех йăла-йĕрке те, самана та улшăнса пырать.

Ĕçсĕр ларма вăхăт çук

- Сергей Афанасьевич, иртнĕ  кĕркунне 85 çул тултартăр. Анчах сире хваттерте тытма çук. Мĕн ĕçлетр, канăва мĕнле ирттеретĕр.

- «Хыпар» редакцийĕнче ĕ леме пăрахни самай пулать ĕнтĕ, анчах пичетрен уйрăлман, çырма пăрахман. Республикăн «Астăвăм» кĕнекине кăларма, Патăрьел районĕн икĕ  томлă энциклопедине туса хатĕрлеме хутшăнтăм. «Чăваш Республикин Президенчĕн библиотеки» ярăмĕпе ял хуçалăх ĕçченĕсем çинчен çырнă 33 очеркран çиччĕшĕ  - манăн. «Хыпарпа» та çыхăнăва татмастăп. Тепĕр юрату та пур манăн, вăл – музыка. Юрлама, купăс калама килĕштеретĕп, 15 çул ытла ĕнтĕ  тĕп хулари Мускав районĕнчи социаллă хỹтлĕх пайĕ çумĕнчи ветерансен «Надежда» хорне юрлама çỹретĕп. Унти 30 ватăран чи асли – эпĕ. Пире манăн вĕренекен, ЧР культурăн тава тив çлĕ  ĕçченĕ  Владимир Арланов ертсе пырать.

Кăçал республикăри хорсен фестиваль-конкурсĕнче лауреат ятне тивĕçрĕмĕр. Хамăр юрланисĕр пуçне шкулсенче, санаторисенче, заводсенче ĕçлекенсене чăваш, вырăс тата ытти чĕлхепе шăранакан юрăсемпе савăнтаратпăр.

- «Хыпарăн» çамрăк журналисчĕсене мĕн сунас тетĕр.

- Хаçат пурнăçпа тачă çыхăннă, ун юххипе тан, тĕрĕссипе, маларах та пымалла. Пурнăçа сăнама пĕлмелле. Журналистикăпа çыхăнтарнă вăхăтсене аса илетĕп те, пурнăçа пуш параппан çапса ирттерменшĕн, саманапа пĕр тан утса тухнишĕн савăнатăп. Республикăра эпĕ  çитсе курман ял сахал юлчĕ, çĕр-çĕр ял ĕçченĕн, вун-вун хуçалăх ертỹçисемпе специалисчĕсем çинчен çырса республикăна пĕлтертĕм.

 Надежда СМИРНОВА калаçнă

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика