26 декабря 2017 г.
"Авангард" пĕрлешĕвĕн "Патăрьел беконĕ" филиала нумай пулмасть çитсе килме тỹр килчĕ. Унăн ертỹçипе, М. Салиховпа, кунти лару-тăру тата малашлăхри тĕллевсем пирки калаçрăмăр.
- Паян комплекс тулли хăватпа ĕçлет: 12 пин пуç ытла сысна, унтан ама - пине яхăн, 11 аçа. Хальхи вăхăтра витесенче реконструкци пырать. Залсене, апат линийĕсене улăштаратпăр, сыснасене усрамалли условине çĕнететпĕр.
- Марс Равилович, выльăх лайăх çитĕнтĕр, ỹт хуштăр тесен апат çителĕклĕ кирлĕ тата пахалăхлă пулмалла...
- Сыснасем валли апат Çĕпрел районĕнчен турттаратпăр. Унта "Авангард" пĕрлешĕвĕн комбикорм хатĕрлекен ятарлă завод пур, шăпах вăл тивĕçтерет те ĕнтĕ çимеллипе. Пахалăхлă пулнăран выльăхсен ỹт хушаслăхĕ те лайăх. Самăртакан сыснасем талăкра вăтамран 910-920 грамм мăнтăрланаççĕ.
- Аш-какая вырнаçтарассипе йывăрлăхсем çук-и?
- Патăрьел çĕрĕ çинче çитĕннĕ сысна какайĕ Раççейĕпех саланать тесен те йăнăш мар. Чулхуларан, Ульяновскинчен, Тутар Республикинчен тата ытти çĕртен те килсе илеççĕ. Кашни уйăхра икĕ пин пуçран кая мар сутатпăр.
- Марс Равилович, сысна комплексĕ çывăхĕнче пурăнакансене шăрш ыйтăвĕ канăçсăрлантарать...
- Çынсене питĕ лайăх ăнланатпăр, çавăнпа та ку ыйтупа ĕçлетпĕр. Шăршă пĕтерекен ятарлă хими препарачĕпе усă курма пуçланă. Çакăн хыççăн вăл кăштах сахалланчĕ, малашне тата чакса та чакса пырĕ. Пачах пĕтет тесе калаймастăп, анчах хальхи пек пулмасть.
- Комплексра миçе çын ĕçлет? Кадрсем тĕлĕшĕнчен йывăрлăхсем çук-и?
- Хальхи вăхăтра "Патăрьел беконĕ" филиалта 41 çын тăрăшать. Специалистсенчен ветеринар çеç çук. Вăй хуракансенчен кашнийĕ хăйне шаннă тивĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлать, çавăнпа пĕрне хурласа теприне мухтама та йывăртарах. Маттуртан та маттуртараххисен шутне В. Каргина, Н. Трифоновăна, Г. Мышинăна, А. Телегина кĕртсе хăварма кăмăллă.
- Комплекс çывăхĕнчи ялсен сысна усрама юрамасть, анчах какайне çиес килет-çке. Унччен халăха сутатчĕç, çавăнпа йывăрлăх пулман. Халь ăçтан туянмалла?
- Сыснасен Африка чуминчен сыхланса çынсене чĕрĕ виçепе сутма юрамасть. Пусса сутма ятарлă цех кирлĕ, вăл пирĕн çук. Çитес çул Патăрьелĕнче "Авангард" пĕрлешĕвĕн "Патăрьел беконĕ" филиалĕн лавккине тума пăхса хăварнă, малашне çавăнтан туянма пултараççĕ. Унта çурма фабрикатсемпе тĕрлĕ кăлпасси те пулĕ.
- Çак чир пирĕн тăрăха ан лектĕр тесе мĕнлерех кĕрешетĕр?
- Сыснасен Африка чуминчен сыхланса тивĕçлĕ йышăнусем тусах тăратпăр. Апат илсе килекен техникăна та кустăрмисене дезинфекциленĕ хыççăн "таса мар зонăна" çеç кĕртетпĕр. Кайран хамăрăн тракторсем турттарса кĕреççĕ. Сăмах май, шалта ĕçлекен пĕр хурçă "ут" та комплекс территоринчен тухса çỹремест.
- Сирĕн патна килнĕ чухне тракторсем хире тислĕк турттарнине асăрхарăм.
- "Патăрьел беконĕ" филиалăн арендăна илнисемпе 600 гектара яхăн çĕр. Тухăç ăнса пултăр тесен тăпра пулăхлăхне лайăхлатассипе те тăрăшмалла. Эпир минераллă удобренисемпе кăна усă курмастпăр, тислĕк те тăкатпăр. Пур япалана мĕншĕн сая ямалла-ха?
- Марс Равилович, çитес çулхи тĕллевсемпе паллаштараймастăр-ши?
- Çитес çул кăçалхинчен лайăхрах ĕçлемелле, çакна валли пирĕн пур услови те пур. Техника çителĕклĕ, çĕнĕлĕхсем кĕртетпĕр. 2018 çулта 3000 тоннăран кая мар аш-какай туса илме палăртатпăр.
О. ПАВЛОВА калаçнă
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)