26 декабря 2017 г.
Çак кунсенче Юхмапа Пăла тăрăхĕн ветеран-хастарĕсем СССР летчик-космонавчĕ, икĕ хутчен Совет Союзĕн Геройĕ А. Г. Николаевăн çĕршывĕнче - Шуршăлти мемориал комплексĕнче йĕркеленĕ акцие хутшăнса экскурсие кайса килнĕ. Инçе çула çывăхлатма тепĕр сăлтав та пур. Космонавтика музейĕн директорĕ пирĕн ентеш, Пăлапуç Пашьел чăвашĕ Александр Тукмаков. Çавăнпа та Патăрьелĕнчен çитнĕ экскурсантсен ушкăнне музейри экспонатсемпе паллашма пушшех те кăмăллă пулнă. Кунта упранакан космонавтăн парад форми, скафандр, вĕçсе анакан аппарат тата ытти те пысăк тупра çеç мар, тĕнчипе палăрнă чăваш халăхĕн мăнаçлă ывăлĕн паттăрла ĕçне кăтартакан пысăк пуянлăх та.
Малашне Шуршăл музейĕн филиалĕ Тури Туçара та хастар çул çỹрекенсене кăмăлтанах йышăнĕ. Чыслă та сумлă делегатсем хушшинче унăн авторĕ В. Салмин çакна уççăнах палăртнă, малашне космонавтика музейĕпе пĕр шухăшлă пулса килĕштерсе ĕçлессине те каланă. Валерий Иванович сăмаха çилпе вĕçтерме хăнăхман. Иртнĕ çул ашшĕ-амăшĕ пехилленĕ çуртпа юнашар уçнă музей умĕнче çак кунсенче музей символикине - космос карапне вырнаçтарма та ĕлкĕрнĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)