Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Палăк умĕнче пуç таяр

05 декабря 2017 г.

Çитес çул эпир Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 73 çул çитнине паллă тăватпăр. Кашни çемьешĕн хаклă Çĕнтерỹ кунĕ çултан-çул хыçа юлса, пирĕн хисеплĕ ветерансен йышĕ сайралса пырать пулин те, унăн сумĕ, хисепĕ ỹсет.

Апла пулин те хăш-пĕр ялта паянхи кун та пирĕн çĕршыв шăпишĕн юнлă вăрçă хирĕнче пуç хунă салтаксене асăнса лартнă тивĕçлĕ палăк та çук. Çакна шута илсе эпир те Тутар Тимешре пирĕн аттесемпе асаттесене, фашизмран хăтарса хăварнă çывăх çыннăмăрсене асăнса тата асра тытса палăк лартма тĕллев тытрăмăр. Пулас монумент эскизне республикăри тава тивĕçлĕ художник М. Шакиров хатĕрлесе пачĕ. Ку тĕлĕшпе халăх патне пулăшу ыйтса ятарлă çырупа та тухрăмăр. Малтанхи пуçаруçăсем фонда укçа-тенкĕ куçарма та ĕлкĕрчĕç. Хусанти Д. Зиатдинов, Г. Гисметдинов, Э. Бедертдинов, Шупашкарта пурăнакан Р. Габдрахманов, Патăрьелĕнчи Камиль тата Марс Салиховсем, ялти пенсионерсем май пур таран укçа-тенкĕпе пулăшрĕç. Пухăннă кĕмĕлпе гранит плиткăсем туянтăмăр. Ĕçе вĕçне çитерес тесен 300 пин тенке яхăн укçа кирлĕ пулать. Çавăнпа та Тутар Тимешпе Кĕçĕн Шăнкăртамсен ку тĕлĕшпе хастарлăха ỹстермех тивет. Çак икĕ ялтан çеç 130 çын вăрçа тухса кайнă, 72-шĕ таврăнайман. Вĕсен кашнийĕн ячĕ монумент плити çине çырăнĕ. Çавăнпа та вилнĕ салтакăмăрсен тăванĕсен, ял-йышăн, ентешĕмĕрсен пулăшăвĕ паян çак ыйтăва татса пама çав тери кирлĕ, пĕлтерĕшлĕ. Шанас килет, уйрăм предпринимательсем те ыр кăмăллăх фондне укçа-тенкĕпе пулăшĕç. Сăваплă ĕç харама каймĕ. Хăвăрăн ыйтăвăрсене 89278422960 е 89603102967 телефонсемпе шăнкăравласа пайăрлатма пултаратăр.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика