05 декабря 2017 г.
Çак кунсенче тĕп хуламăрта чăваш халăх ăс-хакăлĕпе ỹнер академийĕн отчет пухăвĕ иртнĕ. Малтанах йĕрке тăрăх унăн председателĕ Е. Ерагин çулталăк ĕçĕ-хĕлĕ пирки тĕп доклад тунă, умри тĕллевсене палăртнă. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕрлĕ ыйтупа ытти юлташсем те тухса калаçнă.
Пухăва пирĕн районтан В. Салмин тата Д. Коннов халăх академикĕсем те хутшăннă. Чи кăмăлли те пĕлтерĕшли _ Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи пысăк хастара Валерий Иванович Салмина _ пысăк йыш умĕнче наукăпа тĕпчев ĕçĕнчи çитĕнỹсемшĕн Чăваш халăх академийĕн Хисеп грамотине парса чыс тунă. Маларах, тĕрĕсрех каласан иртнĕ çулхи кĕркунне, автор кил-тĕреш таврашĕнче архив-музей уçнăшăн Айдак ячĕпе хисепленекен "За службу народу" ордена тивĕçнĕччĕ. Çапла вара ĕç ветеранĕн, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлакан пысăк пуçаруçăн наградăсен пухмачĕ çулсеренех пуянланса пырать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)