24 ноября 2017 г.
Туçара пурăнакансем пĕр çын пек пулса ял масарне тирпейлерĕç. Çак ĕçе ял тăрăх пуçлăхĕ К. Углев тата А. Салмина староста йĕркелерĕç.
Тăванăмăрсем ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă вырăнта ĕç хатĕрĕсене упрамалли, сивĕре кĕрсе ăшăнмалли пỹрт кивелнĕччĕ, çавăнпа та ăна çĕнĕрен тума йышăннăччĕ. Пухăннисем çурт никĕсне ярса хăварчĕç. Кивĕ тата çĕнĕ масарсем хушшинче йывăçсем нумайланнăран чăтлăх пекех пулса кайнăччĕ, вĕсене те касрĕç, кăкларĕç. Çỹп-çапа В. Жуков тракторпа турттарса тăчĕ. Туçасем сăваплă вырăнта чун-чĕререн, таса кăмăлпа тăрăшрĕç.
А. ФРОЛОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)