27 октября 2017 г.
Çулсем пĕрин хыççăн тепри хыçа юлаççĕ, çỹçсем кăвакараççĕ, питсем çинче пĕркеленчĕксем хушăнаççĕ пулсан та чун яланах 17-ре. Çакна шута илсех ĕнтĕ Туçа ял тăрăхĕнче аслă çултисене валли кăçал пĕрремĕш хут "Кĕрхи бал" йĕркеленĕ. Ĕнерхи хĕрсемпе каччăсем бал принцне те суйланă. Конкурссенче те хастар хутшăннă. Вырăнти артистсен юрри-ташшине итлесе савăннă. Хăйсем те парăмра юлман: кĕркуннепе çыхăннă сăвăсем вуланă, çамрăк чухнехи юрăсене шăрантарнă, кĕвĕ майăн вальс çаврăннă.
Пĕрле пухăнса савăнсан çулсем аслăланни те паллă мар, чир-чĕр те манăçать, çакна Туçасем тепĕр хут ĕненнĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)